АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕчĕк туссен те чунĕ пур

02 апреля 2016 г.

Пĕчĕк туссен те чунĕ пур

Мĕн авалтан этем çутçанталăкпа килĕштерсе пурăнать. Çуркунне çитеспе шăнкăрчсем валли ятарласа вĕлле хатĕрлет. Ăшă енчен вĕçсе килнисене апатпа хăналама тăрăшать. Халăхра вара кашни кайăка хăйне евĕрле мухтаççĕ. Паян сăмахăм чĕкеçсем пирки пырĕ.

Çак хитре сасăллă кайăксем çынсемпе питех те çывăх пурăнма юратаççĕ. Халăхра вĕсем çинчен ырăпа кăна калаççĕ. Чĕкеçсем туслă та килĕштерсе пурнакан кил таврашне кăна йăва çавăраççĕ иккен. Ку чăн та çапла, мĕншĕн тесен çакна хамăр ялти тĕслĕхпе те çирĕплетсе калама пулать. Пирĕн ялта чĕкеçсем пĕр 5-6 кил хуçалăхĕнче йăва çавăрса пурăнаççĕ. Чĕпписене кăларса мĕн сивĕсем пуçланичченех кил хуçисене хăйĕн çепĕç сассисемпе савăнтараççĕ, ĕçченлĕхĕпе тĕлĕнтереççĕ. Чĕкеçсем ăшă еннелле вĕçсе кайсан та вĕсен йăвисене никам та ватмасть, çуркуннепе хăйсен кайăк-хăнисене вĕçсе килессе чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Чĕкеçсем кам хуçалăхне те пулин иленсессĕн вĕсен пурнăçĕ ăнать тесе ĕненнĕ мĕн авалтан. Çапла вара пĕр тĕслĕх кăна илсе кăтартасшăн: ялти Аля куммасен кил-çурчĕ патне пĕр вунă çул та пулĕ вĕçсе килеççĕ çак ĕçчен кайăксем. Кăмăллаççĕ пулмалла хăйсем пекех ĕçчен çемьене. Кил хуçисем те чĕкеçсен шăпипе кăсăкланаççĕ тейĕн, вĕсен хуйхипе савăнăçне чунĕпе туяççĕ.

Акă, пĕррехинче кума мана çакна каласа пачĕ: «Пĕр ирхине урама тухсан чĕкеç пĕччен вĕçсе çÿренине куртăм. Сасси пĕтсе ларичченех мăшăрне шырарĕ, анчах вăл çук — тем пулнă ĕнтĕ. Çакăн пек тунсăхласа пĕр вăхăт пурăннă хыççăн пĕр ир хуйхăллă чĕкеç патне пĕр вунă чĕкеç вĕçсе килсе нумайччен чĕвĕлтетрĕç. Унтан ĕçлеме пикенчĕç - пĕри улăм пĕрчи йăтса килет, тепри — курăк, виççĕмĕшĕ - тăм. Кивĕ йăвана юсанă хыççăн ытти чĕкеçсем вĕçсе кайрĕç, киле вара пĕр мăшăр юлчĕ. Иккĕшĕн чĕрисем пĕрлешнĕшĕн савăннă пек чĕвĕлтетрĕç - юратуллă юрă шăрантарчĕç тейĕн. Каярах пĕрле чĕпĕсем кăларса ÿстерсе вĕçтерсе кăларчĕç. Кĕркуннепе çемьене кăнтăра ăсатрăмăр. Кăçал кĕтетпĕр-ха вĕсене», - каласа пачĕ мана кумма. Çапла вăл пурнăç. Çынсене кăна мар, кайăксене те пĕччен пурăнма йывăр. Пурăннă чух пĕр-пĕрне хисеплесчĕ, хаклама пĕлесчĕ.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: З.ГРИГОРЬЕВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика