АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сусăр çынсен хăтлăхĕшĕн

22 марта 2016 г.

Районти тĕп библиотекăра çăварни эрнине халалласа «Сударыня масленица» ятпа мероприяти пулчĕ. Унта уявăн историйĕпе, унăн йăли-йĕркисемпе, çăварни эрнин кунĕсем çинчен уйрăммăн пĕлме, икерчĕсене пĕçерсе хатĕрлессин вăрттăнлăхĕсемпе паллашма пултарчĕç уява килнисем. Палăртас пулать, кунашкал мероприятисене районти халăха, çав шутра сусăр çынсене явăçтарас тĕллевпе те ирттереççĕ, вĕсен кулленхи пурнăçне кăсăклăрах, çутăрах, пурăнас хевтине ÿстерессишĕн тăрăшаççĕ кунта ырми-канми вăй хуракансем. Акă, Чăваш Республикинчи обществăлла организацийĕн «Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществи» районти организацийĕн председателĕ Э.Борисовăн та çак пархатарлă ĕçре тÿпи пысăк. Асăннă организацие нумай çул хушши ăнăçлă ертсе пырать вăл, обществăри сусăр çынсен хăтлăхĕшĕн, вĕсем хăйсен вăхăтне усăллă ирттерччĕр тесе чылай тăрăшать.

Çапла, сусăр çынсен кăмăл-туйăмне çĕклес, хавхалантарас тĕлĕшпе нумай ырă ĕç пурнăçлаççĕ вĕсем. Уява килнĕ хăнасене библиотека ĕçченĕсем пĕçернĕ тутлă икерчĕпе, вĕри чейпе сăйларĕç. Пурин пичĕсем çинче те ăшă кулă палăрчĕ.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Р.ИВАНОВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика