22 марта 2016 г.

Раççейре кашни çулах март уйăхĕн виççĕмĕш вырсарникунĕнче халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекенсем, суту-илÿ тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхĕн ĕçченĕсем хăйсен профессиллĕ уявне паллă тăваççĕ.
Халăха кирлĕ таварсемпе тивĕçтересси тата йăла ыйтăвĕсене татса парасси, пурăнмалли çуртсене ăшăпа хăтлăх, шыв парса тăрасси, организацисемпе учрежденисем пĕр кăлтăксăр ĕçлесси тата урамсенчи тирпей-илемлĕх çак сферăри ĕçченсен пултарулăхĕнчен килет. Çурхи кунсем çитнĕ май вĕсем хĕлĕпе ĕçленине пĕтĕмлетеççĕ, çитес çулхи тĕллевсене палăртаççĕ, ĕçре уйрăмах палăрнисене чыслаççĕ.
Уяв кунĕпе саламлама Вăрмар районĕнчи «Урмарытеплосеть» муниципаллă унитарлă предприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов çитнĕ. Халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекенсен, суту-илÿ тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхĕн ĕçченĕсен ĕçĕ-хĕлĕ çинче чарăнса тăнă май çапла каланă: «Кунта хăйсен ĕçне чунтан парăннисем ĕçлеççĕ. Эсир тăрăшнипе иженери системисем, халăх пурнăçне тивĕçтерекен районти объектсем ăнăçлă ĕçлеççĕ. Эсирех пурăнмалли çурт-йĕр объекчĕсене тытса тăрассипе те вăй хуратăр. Малашне те хăвăр вăя шеллемесĕр район халăхĕшĕн тăрăшса ĕçлеме вăй-хал, сывлăх, ăнăçу сунатăп, çемйĕрсенче тăнăçлăх пултăр», - тенĕ Александр Иванович.
Предприятие нумай çул В.Иванов ăнăçлă йĕркелесе ертсе пырать. Паян мĕн тунипе çырлахмаççĕ, малашлăха çирĕппĕн ăнтăлаççĕ. Кунта пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланаççĕ. Предприятире нумай çул яваплăха туйса ĕçлекенсем тин кăна ура ярса пуснисемпе пĕрле туслăн вăй хураççĕ. Уяв ячĕпе предприятире нумай çул тăрăшакансене тивĕçлĕ наградăсем парса хавхалантарчĕç. Район администрацийĕн Хисеп грамотине Аслă Чакри котельнăй операторĕ Ю.Федоров тата предприятири газ оборудованийĕпе ĕçлекен мастер М.Алексеев ?ÿкерчĕк çинче% тивĕçрĕç. Предприятин тата профсоюз комитечĕн Хисеп грамотисене те чылайăшĕ илме тивĕçлĕ пулчĕ.
Ĕç çынни çулталăкĕнче хăйсен тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакансене чыслани малашне те ĕç пахалăхне ÿстерме витĕм кÿрет. Ырă сăмах пуринчен те пĕлтерĕшлине кунта пурте лайăх ăнланаççĕ. Çавăнпа та ĕç те кал-кал пулса пырать, предприяти хăйĕн умĕнче тăракан кулленхи тивĕçе ăнăçлăн пурнăçласа пырать, çакна уйрăм çынсем те лайăх туяççĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Н.ШИШКИНА