АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ çурт хăпарать

15 марта 2016 г.

Çĕнĕ çурт хăпарать

Кашни çемье хăйĕн кĕтесĕ - уйрăм çурт е хваттер пуласса кĕтет. Çакна пурнăçа кĕртме «Урмарская» КСО» акционерсен хупă обществи çулсерен тĕллевлĕн пурнăçа кĕртсе пырать.

Кăçал асăннă акционерсен хупă обществи Вăрмар поселокĕнчи Некрасов урамĕнче социаллă программăсемпе килĕшÿллĕн 17 хваттерлĕ 3 хутлă çурт хăпартать. Пур строительство ĕçĕсем те çирĕплетнĕ графикпа пурнăçланса пыраççĕ. Халĕ строительсем путвал никĕсне хурас, цоколь ĕçĕсене пурнăçлассипе ĕçлеççĕ.

Мартăн 10-мĕшĕнче Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов строительство ĕçĕсемпе тĕплĕн паллашнă. Кунта пурнăçланакан ĕçсемпе Александр Иванович кăмăллă пулнине пĕлтернĕ, строительсем хăйсен умне лартнă тĕллеве вăхăтра пурнăçласса шанни çинчен каланă.

«Урмарская» КСО» акционерсен хупă обществинче ĕçлекенсем вара сăмаха çилпе вĕçтерме хăнăхман, çавăнпа та палăртнă вăхăтра хăтлă çурт пурăнакансене йышăнĕ.

ЦИФРĂСЕН ЧĔЛХИПЕ

Хальхи вăхăтра Чăваш Енре комплекслă çурт-йĕр тăвас енĕпе 56 проект пурнăçа кĕрет. Строительство ĕçĕсем 2 пин гектара яхăн лаптăкра пурнăçланаççĕ, хута ямалли çурт-йĕр фончĕ 7 миллиона яхăн тăваткал метрпа танлашать.

 

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Н.ШИШКИНА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика