12 марта 2016 г.
Кăçалхи мартăн 15-мĕшĕнче Кивĕ Вăрмарта çуралса ÿснĕ пултаруллă журналист Вячеслав Григорьевич Афиногенов çуралнăранпа 75 çул çитет. Вăхăт малаллах шăвать, пурăнса ирттернĕ çак тапхăрта унпа нумай çул пĕрле ĕçлеме тÿр килнĕ, асра юлнă самантсене лайăх енĕпе аса илме мана питех те кăмăллă.
1963 çулта В.Афиногеновпа ВЛКСМ Вăрмар райкомĕнче инструкторта ĕçлеме пуçларăмăр. Вăл вăхăтра Куславкка, Тăвай тата Вăрмар районĕсене пĕрлештерсе Вăрмар производство управленийĕ туса хунăччĕ. Кашни тунтикун ВЛКСМ райкомĕ ирттерекен планеркăра пĕр эрнелĕх задани илеттĕмĕр. Вячеслав Григорьевич Куславкка районĕнчи пуçламăш комсомол организацийĕсен ĕçĕ-хĕлĕшĕн яваплăччĕ. Эпĕ вара - Тăвай районĕнчи комсомолецсемпе çамрăксен кун-çулĕшĕн.
«Питех те савăнăçлăччĕ пуçарулăх кăтартса ĕçлеме, районти кашни ялах çитсе кураттăмччĕ. Комсомолецсен пухăвĕсенче çамрăксене пырса тивекен тĕрлĕ ыйтусене сÿтсе яваттăмăр, интереслĕ мероприятисем йĕркелеттĕмĕр», - аса илет çав вăхăтсене комсомол ветеранĕ.
1968 çулхи февраль уйăхĕнче эпĕ районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакторĕн заместителĕнче ĕçлеме пуçларăм. Вăл вăхăтра В.Афиногенов районти халăх судĕнче тăрăшатчĕ.
- Тÿрĕ кăмăллă, ĕçе чунтан парăннă чăн-чăн çамрăк каччă, - тетчĕ ун пирки районти халăх судйи Григорий Евсеевич Евсеев. 1974 çулта унпа каллех пĕрле вăй хума тытăнтăмăр. Вăл районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕнче парти пайĕн литература сотрудникĕнче ĕçлеме пуçларĕ.
«Хаçатра ĕçлеме татах та интереслĕрехчĕ. Ирхине 5 сехетрех районти ялхуçалăх управленийĕн специалисчĕсемпе пĕрле колхозсемпе совхозсенчи фермăсене ирхи сăвăма тухса каяттăмăр. Унти лару-тăрупа тĕплĕн паллашаттăмăр. Çитменлĕхсене тупса палăртса, вĕсене çийĕнчех пĕтерес тесе район хаçатĕнче çырса кăтартаттăмăр. Фермăсене - хĕле, ялхуçалăх техникине çур акине мĕнле хатĕрлени çинчен рейд материалĕсем тăтăшах çыраттăмăр. Паллах, критикăлла материалсем пирки хăш-пĕр хуçалăхсен руководителĕсем кăмăллах пулман ĕнтĕ. Хаçат пулăшнипе район руководителĕсем çавăн пек пуçлăхсене вырăна лартнă, çитменлĕхсене çывăх вăхăтрах пĕтерме хушнă», - калаçăва малалла тăсать Вячеслав Григорьевич.
1980 çулта вăл Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетне куçăмсăр майпа вĕренсе пĕтерет. 1983 çулта В.Афиногенова СССР журналисчĕсен Союзĕн членне илтĕмĕр. Журналист пулнă май, тĕрлĕ жанрсемпе ĕçлерĕ. Унăн корреспонденцийĕсемпе репортажĕсене, очеркĕсемпе тĕрленчĕкĕсене вулакансем хапăл туса йышăннă. Автор вĕсенче район пурнăçне, ĕç паттăрĕсем çинчен çырса кăтартнă. Вăл «Услар» псевдонимпа анлăн усă курнă. Хăйĕн материалĕсенче экономикăпа промышленность, право, строительство, транспорт, çыхăну ыйтăвĕсене хускатнă, малта пыракансен опытне анлăн çутатнă, ĕçре хисепе тухнă çынсем çинчен çырнă.
1974 çулхи декабрь уйăхĕнчен пуçласа 2001 çулхи апрель уйăхĕччен, пĕр улшăнмасăр, 27 çул тÿрĕ кăмăлпа, чунне парса вăй хучĕ Вячеслав Григорьевич районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕнче. Çав шутран 24 çул алла-аллăн тытăнса пĕрле вăй хутăмăр.
Пичетре нумай çул тухăçлă ĕçленĕшĕн ăна СССР журналисчĕсен Союзĕн Хисеп грамотипе наградăланă, ытти наградăсем те нумай. Вăл «Ĕç ветеранĕ» медале тивĕçнĕ. Унăн кăкăрне çавăн пекех «Ĕçри хастарлăхшăн. В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа» юбилей медалĕ илем кÿрет.
Районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕнче нумай çул пĕрле ĕçленĕ пултаруллă журналиста, çывăх тата шанчăклă юлташа юбилей ячĕпе саламласа ырлăх-сывлăх, пурнăçра иксĕлми телей сунатпăр.
Первоисточник: А.ХОВАНСКИЙ