05 марта 2016 г.

Почтальон килессе хаçат-журнал çырăнакан кашни кунах кĕтет пулĕ. Хăш кун, хăш вăхăтра харпăр-хăй тĕлне çитсе тăрассине, уйрăмах пенсионерсем, пĕлеççĕ. Çамрăксене хальхи вăхăтра интернет ытларах кăсăклантарать пулсан та хаçат-журнал çырăнаççĕ, почтальонсене кĕтеççĕ.
Паян сăмахăм Кавалти çыхăну уйрăмĕнчи почтальонсем пирки пырĕ. Ăна Людмила Николаевна Михеева ертсе пырать. Ĕçлеме тытăнни çулталăк ытларах кăна пулин те чи харсăррисенчен пĕри вăл. Унпа пĕрле А.Афанасьева, М. Ермолаева, Л.Иванова почтальонсем вăй хураççĕ. Туслă коллектив ырă ята çĕре ÿкерес мар тесе ырми-канми тăрăшать. 2016 çулхи пĕрремĕш çур çулшăн ытти хаçат-журналсемпе пĕрле «Хĕрлĕ ялав» хаçата 116 экземпляр илсе тăраççĕ. Çыхăну уйрăмĕнче халăха куллен кирлĕ таварсем те сутаççĕ. Почтальонсем туянас текенсене килĕрен илсе килсе те сутаççĕ. Харсăр, ĕçрен хăраман хĕрарăм-почтальонсем юрлă-çумăрлă, çил-тăманлă çанталăка пăхмасăр хăйсен подписчикĕсен ыйтăвĕсене тивĕçтерме васкаççĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА