АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лартнă тĕллевĕн çитĕнĕвĕ хамăртан килет

27 февраля 2016 г.

Лартнă тĕллевĕн çитĕнĕвĕ хамăртан килет

Февралĕн 17-мĕшĕнче пирĕн районта Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Унăн тĕп темисем: 2016 çулхи январĕн 26-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев Патшалăх Канашне черетлĕ Çырупа тухни, РФ Пенси законодательствинчи улшăнусем.

Пĕрлехи информаци кунĕн ушкăнне ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕн заместителĕ Н.Максимов ертсе пычĕ. Унта çавăн пекех ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Васильев, ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствин вĕрентÿ сферинчи надзорпа контроль енĕпе ĕçлекен Управленийĕн начальникĕ М.Федотов, Чăваш Республикин Патшалăх статистикин Федераллă службин Территорири органĕн пуçлăхĕн заместителĕ Л.Егорова, Чăваш Ен - ЧР «Правосудие» ГАС Суд департаменчĕн ФГБУ информаципе аналитика центрĕн филиалĕн директорĕ В.Петров, Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков, район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов хутшăннă.

Яваплă çынсем чи малтанах район администрацийĕн залĕнче райадминистрацин пай пуçлăхĕсемпе, тĕп специалисчĕсемпе тĕл пулса Пĕрлехи информаци кунĕн тĕп темисене сÿтсе яврĕç.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе амăшĕн капиталĕн сертификачĕсене ку хутĕнче Вăрмар поселокĕнчи М.Илларионова, Мăнçырмари Л.Михайлова илчĕç.

Унтан Пĕрлехи информаци кунне килнисем ушкăнсем çине пайланса Мăнçырма, Кивĕ Вăрмар, Тикаш, Чулкас, Чупай ял тăрăхĕсене çитсе курчĕç.

 

Мăнçырма

 

ЧР транспорт тата çул-йĕр министрĕн заместителĕ Н.Максимов, район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов Мăнçырма ял тăрăхне çитсе кунти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул, культура çурчĕн, фельдшерпа акушер пункчĕн, Вăрмар райпо лавккине çитрĕç, çыхăну уйрăмĕн коллективĕпе тĕл пулчĕç, Пĕрлехи информаци кунĕн темисемпе паллаштарчĕç. ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕн заместителĕ Н.Максимов ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕ малашлăхра ĕçлесе пымалли пысăк пĕлтерĕшлĕ документ пулнине, палăртнă задачăсем республикăна аталантарассипе çыхăннă, вăл ытти регионсем хушшинче малта пыракан регионсенчен пĕри пулмаллине палăртнă. Вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕ, спорт аталанăвĕ приоритетлă наци проекчĕсем çÿллĕ шайра пурнăçланса пымалли пирки каланă.

«Телейлĕ, пурнăçпа кăмăллă пулас тесен кашни çыннăн хăй ыттисене кирлине туйса тăмалла, унăн хăтлă кил-çурт, тивĕçлĕ ĕç укçи пулмалла, вăл лайăх медицина пулăшăвĕпе усă курма, пахалăхлă пĕлÿ илме пултармалла тата хăйĕн ачисен малашлăхĕ ырă пулассине шанмалла», - тенĕ ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев. «Çакна тĕпе хурса ĕçлетпĕр те эпир», - тесе палăртрĕ Н.Максимов Мăнçырма ялĕн ĕç çыннисемпе тĕл пулнă май. Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов ЧР Патшалăх Канашне янă Çырура Михаил Васильевич халăха кирлĕ ыйтусем пирки - вак бизнеса пулăшассине, ял хуçалăхне аталантарассине, пурăнмалли çурт-йĕрпе строительствăна аталантарассине, вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕн ĕçĕсене лайăхлатса пырассине - пурнăçласа пымалли çинче чарăнса тăнă. «Район экономикине çирĕплетме пирĕн малашне татах та ытларах çанна тавăрса тăрăшмалла», - терĕ Александр Иванович. Ĕçлĕ ушкăн ял тăрăхĕнчи тĕлпулура граждансене хумхантаракан ыйтусене те хуравларĕ.

 

Чупай

 

ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствин вĕрентÿ сферинчи надзорпа контроль енĕпе ĕçлекен Управленийĕн начальникĕ М.Федотов ертсе пыракан ушкăн членĕсем Чупай ял тăрăхĕн администрацийĕнче, «Светлана» тулли мар яваплă обществăн Чупайĕнчи филиалĕнче, Культура çуртĕнче, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта, ача садĕнче пулса кунти ĕç коллективĕсемпе тĕл пулчĕç, ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăва тĕплĕн тишкерчĕç, малашлăх тĕллевĕсене палăртрĕç. РФ Пенси фончĕн Вăрмарти Управленийĕн специалисчĕ Т.Степанова 2016 çулта РФ Пенси законодательствине кĕртнĕ улшăнусемпе паллаштарчĕ. Ĕçлĕ ушкăн вырăнти халăх панă ыйтусене хуравларĕ.

Пĕрлехи информаци кунĕ çавăн пекех Чулкас, Тикаш, Кивĕ Вăрмар ял тăрăхĕсенче те активлă иртрĕ.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: З.ПАВЛОВА, А.ЧЕРНОВ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика