АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăхпа влаç - куçа-куçăн

27 февраля 2016 г.

Халăхпа влаç - куçа-куçăн

Районти Культурăпа кану центрĕнче район Депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсен 6-мĕш созыври 6-мĕш анлă ларăвĕнче районăн 2015 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пĕтĕмлетрĕç, 2016 çулхи тĕллевсене палăртрĕç.

Унта Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕн заместителĕ, Пĕрлехи информаци ушкăнĕн руководителĕ Н.Максимов, район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов, Вăрмар район Депутачĕсен Пухăвĕн председателĕн заместителĕпе депутатсем , Вăрмар хула, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, ял старостисем, ĕç ветеранĕсем, предприятисемпе учрежденисен, организацисен руководителĕсем, федераллă тата республикăри службăсен, райадминистрацин пуçлăхĕн заместителĕсемпе пай пуçлăхĕсем, район çыннисем хутшăнчĕç. 2015 çулхи ĕçе пĕтĕмлетес тата малашлăх планĕсене палăртас тĕллевпе çыхăннă мероприятие Вăрмар район Депутачĕсен Пухăвĕн председателĕн заместителĕ А.Веселовский уçрĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов иртнĕ çулхи ĕçе пĕтĕмлетсе кашни отрасльпех чарăнса тăчĕ, цифрăсене тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. Вăрмар районĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн хăш-пĕр кăтартăвĕсемпе республикăри ытти муниципаллă пĕрлĕхсем хушшинче лайăххисен шутĕнче пулнине те палăртрĕ. Тĕп докладра палăртнисем - Вăрмар районĕн çыннисем пурнăçланă ĕçсем, çитĕнÿсем. Ума лартнă тĕллевсем татах та нумай, ĕçлемеллисем вара пайтах. Хаçат вулакансене иртнĕ номерте пичетленнĕ 2015 çулхи районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн итогĕсемпе тата 2016 çулхи умри тĕллевсемпе тĕплĕн паллаштарнăччĕ. Александр Иванович залра ларакансене малалла та пĕрле ĕçлемеллине, пĕрле пулсан кăна умри тĕллевсене пурнăçлама пурри çинчен каланă май тăрăшса вăй хуракансене пурне те тав турĕ.

Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕн заместителĕ Н.Максимов, Пĕрлехи информаци ушкăнĕн руководителĕ юлашки вăхăтра тăтăшах района килсе çÿренине, кунти çынсемпе куçа-куçăн тĕл пулса калаçса вĕсене хумхантаракан ыйтусене лайăх пĕлни çинче чарăнса тăчĕ, çав вăхăтрах пирĕн районăн кăтартăвĕсем лайăх еннелле туртăннине, çапах та малашлăхра ытларах тăрăшмаллине каларĕ.

ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, хамăр ентеш Г.Васильев Патшалăх Канашĕн ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен паллаштарчĕ, районта пулса иртекен ĕçсем те уншăн ют маррине, çитĕнÿсем савăнтарнине, çитменлĕхсем пăшăрхантарнине пĕлтерчĕ.

Мероприятинче ялхуçалăх производствинче тата ытти сферăра хăйсен пултарулăхĕпе уйрăмах палăрнисене район тата республика шайĕнчи наградăсем парса хавхалантарчĕç.

Шкулта пур енĕпе те ĕлкĕрсе пыракан, лайăх паллăсемпе вĕренекен ачасене савăнăçлă лару-тăрура ЧР Пуçлăхĕн стипендине илме тивĕçлĕ пулни çинчен ĕнентерекен документа пачĕç.

Анлă лару вăхăтĕнче граждансем панă тĕрлĕ ыйтусем çине яваплă çынсем хуравсем пачĕç. Депутатсен пухăвĕнче халăхпа влаç куçа-куçăн калаçнăнах туйăнчĕ. Пуху кунпа вĕçленмерĕ-ха, малалла район администрацийĕн залĕнче ĕç çыннисене - учительсен династийĕсене - чысласси пулчĕ.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика