27 марта 2013 г.
2013 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа «Раççей Федерацийĕн патшалăх (муниципаллă) учрежденисен руководителĕсен ĕç укçине тÿлессине уçăмлатассипе тата çак учрежденисен руководителĕсем хăйсен тупăшĕ, харпăрлăхĕ çинчен пĕлтерекен даннăйсене кăтартассипе саккун тăвакан актсене улшăнусем кĕртесси çинчен» 29.12.2012 çулхи 280 номерлĕ Федераллă саккун вăя кĕчĕ.
Асăннă федераллă саккун тĕллевĕ – коррупципе çыхăннă право йĕркине пăсассине профилактикăласси тата патшалăх (муниципаллă) учрежденисен руководителĕсене тÿлекен ĕç укçине уçăмлатасси.
Патшалăх (муниципаллă) учреждени руководителĕн должноçне йышăнакан çыннăн хăйĕн, мăшăрĕн, çул çитмен ачисен тупăшĕ, харпăрлăхĕ çинчен калакан даннăйсене кашни çулах кăтартмалла. Çак даннăйсен чăнлăхне учреждени учредителĕ е уншăн яваплă çыннăн йышăнăвĕпе тĕрĕслеççĕ.
Патшалăх (муниципаллă) учрежденисен руководителĕсен хăйсен 2012 çулхи тупăшĕ çинчен калакан даннăйсене 2013 çулхи апрелĕн 30-мĕшĕччен кая мар тăратмалла.
Учреждени руководителĕ хăйĕн, мăшăрĕн, çул çитмен ачисен тупăшĕ, харпăрлăхĕ çинчен калакан даннăйсене кăтартмалли тивĕçе пурнăçламанни «Коррупцие хирĕç тăрасси» Федераллă саккунăн 8 статйин 9 пункчĕпе килĕшÿллĕн учреждени руководительне ĕçрен хăтармалли сăлтав пулса тăрать.