27 марта 2013 г.
Вăрмар район прокуратури «Водоканал» тулли мар яваплă общество санитарипе эпидемиологи тата пурăнмалли çурт-йĕр законодательствине епле пурнăçланине тĕрĕсленĕ.
Тĕрĕслев «Халăхăн санитарипе эпидемиологи ăнăçлăхĕ» Федераллă саккуна, «Харпăрлăхçăсене тата нумай хваттерлĕ çуртсенчи пÿлĕмсемпе, пурăнмалли çуртсемпе усă куракансене коммуналлă пулăшусем парасси çинчен» РФ Правительствин йышăнăвне пăсса «Водоканал» тулли мар яваплă общество халăха сивĕ тата ăшă шывпа тивĕçтерессипе кÿрекен коммуналлă пулăшу законодательствинчи нормативсене пурнăçланă чухне çитменлĕхсем тунине тупса палăртнă.
Тĕрĕслев вăхăтĕнче Вăрмар поселокĕнчи Энтузиастсен урамĕнчи 10 номерлĕ çуртри хваттерсене шывпа çителĕксĕр тивĕçтернине палăртнă. 4 сехетрен те ытларах вăхăт хушши хваттерсенче шăрпăк пĕрчийĕ калăпăшлă шыв юххийĕ кăна пулнă.
Вăрмар район халăхне сивĕ шывпа тивĕçтерессине «Водоканал» тулли мар яваплă общество 15.12.2010 çулта çирĕплетнĕ Уставĕпе килĕшÿллĕн пурнăçлать. Коммуналлă пулăшу кÿмелли правилăсемпе килĕшÿллĕн халăха сивĕ тата ăшă шывпа талăк тăршшĕпех тивĕçтермелле, паллах шыв пусăмне улăштармасăр.
Тупса палăртнă çитменлĕхсене пĕтерме «Водоканал» тулли мар яваплă общество директорĕ ячĕпе представлени тăратнă.