27 марта 2013 г.
Пирĕн районта 18 çула çитмен 5700 ачапа çамрăк пурăнать, 2766-шĕ шкулсенче вĕренеççĕ. 1-4 классенче - 974, 5-9 классенче - 1411, 9-11 классенче 381 ача пĕлÿ пухаççĕ. Муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» полици уйрăмĕн çул çитмен ачасен комиссийĕнче 23 çамрăк шутра тăрать. 15-шĕ шкулсенче вĕренеççĕ, 4-шĕ тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕсенче, 4-шĕ вĕренмеççĕ те, ĕçлемеççĕ те. Асăннă çамрăксенчен 14-шĕ тулли мар çемьесенче çитĕнеççĕ. Районта 69 ăнăçсăр çемье шутланать, вĕсенче 124 ача çитĕнет. Çавăн пекех тепĕр 18 çемьене социаллă хăрушлăхлă тесе палăртнă. Асăннă çемьесенче ашшĕ-амăшĕсем эрехпе иртĕхеççĕ, çавна пулах укçи-тенки çитсе пымасть. Çак условисенче 35 ача çитĕнет. Ашшĕ-амăшĕн ирĕкĕсенчен хăтарма ыйтса суда 2 материал ярса панă, ыйтса çырнине суд пурнăçланă.
Çул çитмен ачасем пирки административлă 7 протокол çырнă, ашшĕ-амăшĕсем пирки вара - 74. Çуратнă пулсан явапне те тытмаллах. Шел пулин те, çул çитмен ачасем тăвакан преступленисен йышĕ те ÿсет. Акă, сăмахран, йывăр преступленисен йышĕ иккĕрен вун çиччĕ таран, вунтăххăртан 22 таран ÿснĕ. Тискер ĕçсенчен 80 проценчĕ ют çын пурлăхне вăрланипе çыхăннă. Преступленисен ытларах пайĕ çĕрлехи вăхăтра пулса иртет, çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн тимлĕрех пуласчĕ, хула, ял тăрăхĕсен администрацийĕсен, вĕрентекенсен те профилактика ĕçне вăйлатмаллах. Эпир вара, йĕрке хуралĕнче тăракансем, хамăр тивĕçе кирлĕ шайра пурнăçласа пырăпăр.