27 марта 2013 г.
2012 çулхи октябрĕн 16-мĕшĕнче Вăрмар район администрацийĕн 769 номерлĕ «Патшалăх тата муниципаллă пулăшусем паракан нумай функциллĕ центр туса хурасси çинчен» йышăну тухнă.
Çак йышăнупа килĕшÿллĕн ятарласа Устав çирĕплетнĕ. Патшалăх тата муниципаллă пулăшу паракан нумай функциллĕ центр Федераллă налук службинче регистрациленнĕ. Асăннă центрăн тĕп тĕллевĕ - «пĕр чÿрече» йĕркипе кĕске вăхăтра граждансем юридици тата патшалăх (муниципаллă) пĕлтерĕшлĕ пулăшу илесси. Пулăшу илессипе çыхăннă ыйтусемпе консультаци парасси, заявлени параканăн докуменчĕсене йышăнасси, вĕсене тĕрĕс çырнипе çырманнине тĕрĕслесси, документсене регистрацилесси, асăннă документсене влаç органĕсем пăхса тухса тивĕçлĕ решени йышăнасси, пахалăхлă пулăшу ĕçĕсем кÿресси - асăннă центрăн тĕп ĕçĕсенчен пĕри пулса тăрать.
Çавна май Вăрмар район администрацийĕн 2011 çулхи ноябрĕн 2-мĕшĕнчи 665 номерлĕ йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн муниципаллă пулăшу ĕçĕсем парассин йĕркине çирĕплетнĕ. Хальхи вăхăтра нумай функциллĕ центр урлă 20 тĕрлĕ пулăшу ĕçĕсем илме пулать. Вĕсем: çĕрпе пурлăх, социаллă пулăшусем, куçман пурлăха регистрацилесси, шкул çулне çитмен тата вĕрентÿ ĕçĕнчи пулăшу ĕçĕсем. Пулăшу ĕçĕсен списокĕпе эсир тĕплĕнрех Вăрмар район администрацийĕн сайтĕнчи «Нумай функциллĕ центр» автономлă учреждени пайĕнче,телефонпа е электронлă почта урлă паллашма пултаратăр. Вăрмар район çыннисене патшалăх тата муниципаллă пулăшу ĕçĕсем илме нумай функциллĕ центра пыма ыйтатпăр. Пирĕн адрес: Вăрмар поселокĕ, Мир урамĕ, 5 çурт, 112 кабинет. Тел.: 2-33-32. Электрон почти: mfc@urmary.cap.ru