13 февраля 2016 г.

Çĕнĕ çул пуçламăшĕ яланах иртнĕ çул туса ирттернĕ ĕçсене пĕтĕмлетмелли тапхăр пулнă. Çак йăлана тытса пырса ĕнтĕ февралĕн 11-мĕшĕнче районти потребительсен обществин уполномоченнăйĕсен черетлĕ 96-мĕш отчет пухăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне Чăвашпотребсоюз Правленийĕн Председателĕ Л.Абрамова, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Н.Краснова хутшăнчĕç.
Вăрмар район потребительство обществин 2015 çулхи финанспа хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕпе унăн Канашĕн председателĕ С.Харитонов паллаштарчĕ. 2015 çулта потребительсен обществин ваккăн сутакан тавар çаврăнăшĕ 155787 пин тенкĕпе танлашнă, обществăлла апатлану тытăмĕнче çак кăтарту 55942 пин тенкĕ пулнă, халăхран тĕрлĕ ялхуçалăх продукцийĕ 27145 пин тенкĕлĕх илнĕ: 3924 центнер сĕт, 721 центнер аш-какай, 1304 центнер çĕрулми, 1608 центнер тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем. Пĕтĕмпе 23965 пин тенкĕлĕх продукци туса илнĕ, 246 тонна çăкăр-кулач пĕçернĕ, 50 тонна кондитер изделийĕ, 36 пин декалитр пылак шыв туса кăларнă. Çурма фабрикат продукцине 2081 пин тенкĕлĕх хатĕрленĕ.
Пурлăхпа техника базине аталантарасси çине те тимлесе пăхнă - пĕтĕмпе 3601 пин тенкĕ хывнă. Пур шайри бюджетсене 18921 пин тенкĕлĕх налук хывнă. «Суту-илÿ сетьне автоматизацилесси» программăна хутшăнса 8 лавккана автоматизациленĕ.
Суту-илÿ ĕçне эффективлăрах тăвас тĕллевпе çул карттипе пăхнă мероприятисене пурнăçа кĕртессипе те ĕçлеççĕ кунта, ĕçе йĕркелесе пырас çĕрте те çĕнĕлĕхсем кĕртеççĕ, «1С-Рарус: Суту-илÿ комплексĕ» программăпа ĕçлеме специалистсем хатĕрлеççĕ. Ют çĕршыв продукцийĕ вырăнне хамăр таварсемпе суту-илÿ тăвасси тĕп вырăнта тăрать. Кризиса хирĕç кĕрешмелли план та хатĕрленĕ, вăл пурнăçа кĕрсе пырать. Хушма тупăш илес тĕлĕшпе шалти резервсене тепĕр хут пăхса тухаççĕ, тăкаксене чакарассипе те тимлеççĕ. 241 çынран тăракан коллектившăн çакă уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.
Лавккасем, ытти суту-илÿ вырăнĕсем хăтлă та илĕртÿллĕ пулмалла, çынсен кунта килсех çÿрес килтĕр. Çакна тĕпе хурса Пысăк Енккассинчи, Çÿлти Кинчерти, Хуруйĕнчи, Кивĕ Вăрмарти, Чулкасри тата ытти хăш-пĕр лавккасенче, «Меркурий», «Кулинария», «Юность» кафесенче юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ. Райпо республикăра малтисенчен пĕри, çавăнпа та кунта республика шайĕнчи тĕрлĕ семинарсем иртеççĕ.
Райпо ĕçĕ-хĕлĕ çĕнелсе, лайăх еннеллех улшăнсах пынине пренире тухса калакансем уйрăмах палăртрĕç. Инвалидсен районти обществин председателĕ Э.Борисова уйрăмах обществăлла апатлану ĕçченĕсем пирки ăшă сăмахсем каларĕ. Кун пек тутлă кукăльсем тата ытти апат-çимĕçсем пĕçерсен, эпир килте пĕçерме те манса кайăпăр», - терĕ вăл чăнласа та, шÿтлесе те. Çак сăмахсемпе чăнах та, пурте килĕшеççĕ пулĕ. Общество ячĕпе вăл райпо Канашне Тав çырăвĕ пачĕ.
Çапах та хăш-пĕр критика та пулчĕ. Акă райпо Канашĕн членĕ Н.Дмитриева çăкăр пахалăхне ÿстерме кирлине каларĕ, хамăр туса кăларакан тавара ытларах сутсан район бюджечĕ те ытларах пуянланасси пирки асăнчĕ. В.Александров пайщик тавар илме яланах райпо лавккине çÿренине каларĕ, мĕншĕн тесен кунта пур тавара та сертификациленĕ.
«Вăхăчĕ тухнисене сутмаççĕ, çавăнпа та шанчăклă», - терĕ вăл.
Хăйĕн ĕç опычĕпе Çитмĕшри лавкка заведующийĕ С.Максимова паллаштарчĕ, «Обществăлла апатлану» тулли мар яваплă общество директорĕ М.Сейфуллина хăйсен ĕçне уçăмлатрĕ. Пур тухса калаçакансем кризис вăхăтĕнче те суту-илÿ ĕçĕнче лайăх еннелле улшăнусем пулса иртнине палăртрĕç. Райпо ĕçĕ районшăн унăн бюджечĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине, пур мероприятисене ирттерме те общество яланах пулăшу кÿнине палăртрĕ райадминистрацин пуçлăхĕн заместителĕ - экономика аталанăвĕн, промышленность тата суту-илÿ пайĕн начальникĕ Н.Краснова.
Чăвашпотребсоюз Правленийĕн Председателĕ - Л.Абрамова та çакнах палăртрĕ, «Суту-илÿ сетьне автоматизацилесси» программăна пурнăçа кĕртессине вăйлатма кирлине каларĕ. Çитĕнÿ аслисен ăсĕпе çамрăксен çаврăнăçулăхĕнчен килнине те пĕлтерчĕ.
Пухăва хутшăннисем пĕр саслă пулса райпо канашĕн отчетне, 2016 çулхи çулталăк балансне çирĕплетрĕç. Людмила Леонидовна тата Сергей Николаевич ĕçре палăрнисене Хисеп хучĕсем парса чысларĕç. Палăртма кăмăллă: «Чувашпотребсоюза - 95 çул» конкурсра хутшăнса Вăрмар райповĕн ĕçĕ-хĕлне туллин çутатнăшăн «Хĕрлĕ ялав» хаçат та Чăвашпотребсоюзăн Дипломне тивĕçрĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: В.ТОЛМАТОВ