АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Уçланкăри палан шап-шурă çурăлсан…»

06 февраля 2016 г.

«Уçланкăри палан шап-шурă çурăлсан…»

Сементерĕн чăн хушамачĕ Семенов-ха. Семенов тесен кам пĕлĕ, Сементер тесен вара!.. Чăваш халăх поэчĕ, халăхра анлăн сарăлнă юрăсен авторĕ Юрий Сементер 75 çул тултарчĕ. Поэта Вăрмарсем те питĕ лайăх паллаççĕ - вăл «Вăрмар юрри» сăвă çырнă, ăна Геннадий Максимов кĕвĕленĕ те районăн Гимнĕн шайне çитернĕ. 2009 çулта «Вăрмар юррине» пысăк сцена çинчен пĕрремĕш хут юрласа халăха паллаштарчĕç.

Юрий Сементер Красноармейски районĕнче Танăш ялĕнче 1941 çулхи январĕн 2-мĕшĕнче çуралнă. Вăрçă вăхăтĕнчи йывăр кун-çуллă лару-тăрура ÿссе çитĕннĕ çав ăрурисем. Тăван çĕршыва чунтан юратасси, чăн патриот туйăмĕ мĕн пĕчĕкрен, амăш кăкрин сĕтĕнченех пуçланнă. Шкул саккинчен тухсан Çĕрпÿри культура училищинче вĕреннĕ, çарта пулнă. Хĕсметрен таврăнсан çамрăксен ыйтăвĕсемпе ĕçленĕ: ялти клуб заведующийĕ, комсомол райкомĕн ĕçченĕ, хаçат корреспонденчĕ. 1969-1971 çулсенче каллех çарта пулать, офицер званийĕпе киле таврăнать.

Сăвăç чунлă çамрăк кĕнеке издательствинче тăрăшнă чухне куçăн мар майпа Чăваш патшалăх университетĕнче пĕлÿ пухать. Диплом ĕçне вăл чăваш писателĕсен патриотла темăпа çырнă хайлавĕсене тишкерессипе çыхăнтарнăччĕ. Çав темăпа кĕнеке те кăларнăччĕ. Эпĕ çав ĕçпе кăсăклансах паллашрăм та авторĕпе курнăçма васкарăм. Юрий Семенович ун чухне «Ялав» журналăн тĕп редакторĕ пулса ĕçлетчĕ. Тĕрĕссипе, поэта малтан та лайăх пĕлнĕ-ха, мĕншĕн тесен вăл Тăхăрьял çыравçисемпе туслă çыхăну тытатчĕ, унти поэт-прозаиксене журнал страницисенче пичетленме майсем уçатчĕ. Шел, «Ялавăн» чаплă кун-çулне ăçтиçук чиновниксем касса татрĕç, халĕ вăл пичетре çук ĕнтĕ. Çак киревсĕр пулăм чылай çул юратнă журналшăн вăй-халне шеллемен редакторăн сывлăхне самаях хавшатрĕ пулас.

Юрий Сементерĕн питĕ лайăх енĕ вăл - çынсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлни. Унăн сăнĕ, йăл кулли, килĕшÿллĕ сăмахлани калаçакана хăй патнелле туртать. Акă, эпĕ унран икĕ теçеткене яхăнах кĕçĕнскер, унпа канашлама пĕртте именместĕп, хваттер алăкне те хăюллăнах пырса шаккатăп. Пĕлетĕп: Юрий Семенович тараватлăн кĕтсе илет, пулăшать, сĕнÿсем парать.

1989 çулта Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 90 çул çитнине палăртатпăр. Шкулсенче чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенсем писательсемпе тĕл пулса калаçас кăмăллине пĕлтерчĕç. Кама чĕнмелле/ Тÿрех Сементере аса илтĕм. Вăл çамрăксемпе курнăçса калаçма яланах хавас, хальхинче те хирĕçлес çук. Чăнах та палăртнă кун Чăваш çамрăкĕсен Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ Юрий Сементер тата Виталий Шемекеев поэтсем Чупай шкулне çитрĕç. Пĕлесчĕ эсир, ачасем мĕнлерех хавасланчĕç «чĕрĕ» сăвăçсене курсан. Тата еплерех чаплă юрăсен авторĕсене! Çав кунхи тĕлпулу конференци пек те, сăвă-юрă уявĕ пек те иртрĕ. Çеçпĕл поэзийĕн илемĕпе хăватлăхне палăртнă май хăнасем хăйсен пултарулăхĕпе те паллаштарчĕç. Шкул историйĕнче те, ачасен асĕнче те ĕмĕр асăнмалăх асра юлчĕ поэтсемпе курнăçни.

Тепĕр пархатарлă пулăма та аса илес килет. 1995 çулта «Ялав» журналăн 8-мĕш номерне пĕтĕмпех Вăрмар районне халаллама шухăш çуралчĕ. Районăн ун чухнехи ертÿçи В.Александров, культура пайĕн пуçлăхĕ Ю.Максимов, таврапĕлÿçĕсем, хамăр ен çыравçисем нумай тăрăшрĕç. Журнал редакторĕ Юрий Сементер, паллă дирижер Геннадий Максимов ?Чăрăшçырма% Вăрмара килсе ятарлă кăларăм еплерех пулмаллине каласа кăтартрĕç. Чăнах та, Вăрмар ене халалланă журналăн номерĕ питĕ килĕшÿллĕ пичетленсе тухрĕ. Çавăн чухне сăвăç «Вăрмар юрри» çырса Вăрмар çыннисене пысăк парне турĕ. Хамăр енĕн пур çыравçипе те туслă тăчĕ вăл.

Ĕçлет-ха, Сементер. Сăвă-юрăсем çырать, литературăпа çыхăннă тĕрлĕ мероприятисене хастар хутшăнать. Хăйĕн тĕслĕхĕпе пултаруллă çамрăксене хавхалантарть.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: В.ЦЫФАРКИН

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика