АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Энтриялсем лавкка ĕçне ырларĕç

06 февраля 2016 г.

Энтриялсем лавкка ĕçне ырларĕç

Çĕнĕ 2016 çулта пĕр уйăх ытла пурăнтăмăр та. Пурнăç шавĕ малалла кĕрлесе утать тейĕн. Районти кашни организацисенче, предприятисенче иртнĕ çулта туса ирттернĕ ĕçсене пĕтĕмлетеççĕ, малашлăх тĕллевĕсене палăртса сÿтсе яваççĕ.

Акă, иртнĕ кунсенче кăна-ха Энтриялĕнчи куллен кирлĕ таварсем сутакан лавккара пайщиксен пухăвĕ пулса иртрĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, пирĕн районти пайщиксен шутне 373 çын, çавсен ретне Энтриялĕнчи кооперативлă участокри 19 пайщик та кĕрет - унта Энтрияль, Шăплат, Уйкас, Шутнерпуç ялĕсенчи пайщиксем. Вĕсен шутĕнче - райпо системинче нумай çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă Г.Хлебников, А.Николаева тата паянхи кун та лавккара сутуçăра ĕçлекен З.Григорьева, педагогика ĕçĕн ветеранĕ Г.Григорьева. Пухăва çынсем йышлăн хутшăнчĕç. Кунта килнисем умĕнче райпо правленийĕн председателĕн кадрсемпе ĕçлекен заместителĕ Н.Семенова, аслă категориллĕ менеджер Г.Михайлова тухса калаçса иртнĕ çулхи ĕç-хĕлпе паллаштарчĕç. Çулталăк хушшинче райпо системи пурĕ 262 млн тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă, çакă, унчченхи çулхипе танлаштарсан, 102,1 процент пулать. Ялсенчи лавккасене тытса тăма çăмăлах мар пулин те, вĕсене хупса лартас тĕллев çуккине шантарсах каларĕç районти потребсоюзăн представителĕсем. Халĕ кашни ялтах райпо лавккисене ĕçлеме конкурентсем - предпринимательсем пур. Апла пулсан та ялти райпо лавкки халăха 2015 çулта 1 млн та 837 пин тенкĕлĕх куллен кирлĕ тавар сутнă (104,6 процент). Кунти лавккара Зоя Николаевна сутуçă 38 çул ытла вăй хурать (ÿкерчĕк çинче). Халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерессипе тăрăшать. Тавара сĕнме пĕлет, кама мĕн кирлине малтанах пĕлсе тăрать тейĕн. Вăрманкасри лавккара вара Т.Андреева сутуçă тăваттăмĕш çул кăна ĕçлет пулин те çав тери хастар. Икĕ сутуçи те хăйсен умне лартнă тĕллевĕсене пурнăçлассишĕн тăрăшса ĕçлеççĕ.

Пухăва хутшăннă ĕç ветеранĕ, «Хĕрлĕ ялав» хаçатпа тачă çыхăну тытакан А.Вишневский ялти лавкка ĕçне «аван» хак пама сĕннине пухăва пынисем пурте пĕр саслă пулса йышăнчĕç.

Сутуçăна çуллахи вăхăтра халăх ыйтăвне туллин - çĕр улмин çĕнĕ йышши сорчĕпе тата цементпа - тивĕçтернĕшĕн тав сăмахĕсем каларĕç, малалла та ăнăçлă ĕçлеме сĕнчĕç.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: З.РАЗУМОВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика