03 февраля 2016 г.

Пинер ял тăрăхĕнчен паллă-сумлă çынсем чылай тухнă. Çакăн никĕсĕ вара чи малтанах ялти шкул. Капмар та хăтлă çĕнĕ шкула 2013 çулта çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне хута янине таврара пĕлмен çын çук та пулĕ.
Паянхи куна Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта Пинер тата Вăтакас ялĕсенчен 82 ача вĕренет, çав шутран Вăтакас ачисем - 17-ĕн. Вĕсене кашни кун ирхине тата уроксем пĕтнĕ хыççăн шкула автобус илсе çÿрет. 2015 çулхи декабрь вĕçĕнче вара Чăваш Республикин вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерстви пулăшнипе тата хамăр район администрацийĕ, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин тата спорт управленийĕ тăрăшнипе 22 вырăнлă çĕнĕ ПАЗ автобус панă (ÿкерчĕк çинче). Уншăн ачасемпе ашшĕ-амăшĕсем çав тери савăнаççĕ. Унăн водителĕ - Владимир Николаевич Ефремов. «Руль çирĕп алăра», - теççĕ Пинерсем. Галина Владимировна Чернова шкулта пуçламăш классене вĕрентекен тата психологи пĕлĕвне илнĕ воспитатель ачасене автобуспа илсе çÿренĕ çĕре хутшăнать. Шкул çулне çитменнисем 28-ăн ача садне çÿреççĕ, вĕсем - икĕ ушкăн. Шкул уçăлни виçĕ çул çитрĕ пулин те ăна çĕнĕ шкул тесех калас килет, мĕншĕн тесен шкул умне çитсенех кунта хăтлăх та тирпейлĕх хуçаланни тÿрех куçа лекет. Çÿллĕ те таса, вăрăм коридор, çутă классем... çутçанталăк газĕпе ăшăтаççĕ, шыв кĕртнĕ, канализаци пур, кабинетсене ятарлă оборудовани вырнаçтарнă, сĕтел-пукан тата ытти те. Унсăр пуçне 2014 çулта шкул умне çитме пĕр километр ытла асфальтлă çул сарнă. Вăйă, спорт площадкисенче ачасем хăйсен сывлăхĕсене çирĕплетеççĕ. Шкул çумĕнче ялти çамрăксем тăрăшнипе ятарлă хоккей коробки хута янă. Шывне шкултан илсе пăр сийне сапса хытарнă. Ăна электричество çутипе шкул тивĕçтерсе тăрать. Хĕллехи кунсенче кунтан аслисемпе пĕрле ача-пăча та кунĕн-çĕрĕн хĕвĕшет. Районти ытти ялсенчи çамрăксем те Пинер ялĕнчи командăсемпе хоккейла выляма килсе çÿреççĕ.
Иртнĕ çул çуллахи вăхăтра ял халăхĕ спонсорла пулăшу кÿнипе тата хăйсем ĕçлесе пулăшнипе шкул территоринче фонтан хута кайрĕ. Çуллахи каникул вăхăтĕнче хамăр шкул ачисемпе пĕрле яла хăнана килнĕ ачасем те фонтан умĕнче савăнчĕç, пушă вăхăчĕсене ирттерчĕç. Кунти лăпкăлăха тата тирпейлĕхпе йĕркелĕхе тытса тăма видеосăнав камерисем те пур. Шкулта икĕ хуралçă - В.Андреевпа В.Федоров, тасалăхшăн тăрăшакансем В.Ефремова, И.Васильева, Н.Боредская А.Федорова ĕçлеççĕ. Ачасене кунне икĕ хутчен вĕри апат çитерессипе А.Николаевăпа А.Павлова поварсем тăрăшаççĕ.
Ялти шкул вĕрентÿпе культура, ырă-сывă, пурнăç йĕркине тытса пыма пулăшакан чăн-чăн центр пулса тăни куç умĕнчех.
Шкулта 12 вĕрентекен, 2 воспитатель, вĕсенчен 4 вĕрентекенĕ аслă категориллĕ, ыттисем 1 категориллисем. Вĕсем ачасене тарăн пĕлÿ парассишĕн мĕнпур вăйне хураççĕ тесен те йăнăш пулмасть, мĕншĕн тесен ку шкулти ачасем районта, республикăра ирттерекен тĕрлĕрен конкурссемпе олимпиадăсене тăтăшах хутшăнса призлă вырăнсене çĕнсе илеççĕ. Тĕслĕхрен, пĕлтĕр - 8, кăçал вара 9 вĕренекен малти вырăнсене йышăннă. Палăртма кăмăллă: 9 класра вĕренекен Т.Михайлова «Психология» предметпа районта малти вырăна тухса халĕ район чысне республикăра хÿтĕлеме хутшăнать.
2016 çула Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев Ĕç çынни çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕ. Çакна шута хурсах ку шкулта «В труде — красота человека» сăнÿкерчĕксен выставкине туса хатĕрленĕ. Шкул историйĕнче Ĕç çыннисене кăтартмалли тата ырламалли питех те нумай. Акă, тĕслĕхрен, Муза Аркадьевна Шакова. Вăл 1956 çулта çуралнă. Канашри педагогика училищинчен вĕренсе тухсан Пинер шкулне килнĕ те кунтах тĕпленсе мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех тăрăшнă. Вăл ачасен малашлăх вĕренĕвĕн никĕсне хураканĕ пулнă тесен пĕрре те йăнăшмастăп, мĕншĕн тесен вăл пуçламăш класра вĕрентнĕ ачасем чылайăшĕ аслă вĕренÿ заведенийĕсенчен вĕренсе тухнă, халĕ вĕренекенсем те пур. Нумаях пулмасть унăн çуралнă кунĕ - сумлă юбилей пулчĕ, çак ятпа ăна шкулта пĕрле ĕçленĕ педагогика коллективĕпе ачасем ăшшăн саламлаççĕ.
Шкулта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă, халĕ Пинер ялĕнчех пурăнакан ветеран-вĕрентекенсем - Р.Нимакова, Ф.Нимаков, Г.Кузнецова тата З.Михайлова библиотекарь шкулпа тачă çыхăну тытсах тăраççĕ, çамрăксене хăйсен пуян опычĕсене параççĕ.
Л.Сапаркина, Н.Ефремова, Л.Васильева тата ытти вĕрентекенсем те хăйсен ĕçĕнче тĕрлĕ енлĕ палăрса хисепе тивĕçнĕ.
«Çирĕп йывăç хăйĕн илемĕпе нумайччен халăха савăнтарать», - тенĕ пек шкул тилхепине 15 çул Пинер ялĕнче çуралнă, çак шкултан вĕренсе тухнă аслă категориллĕ вĕрентекен Г.Боредский тытса пырать. Ку шкулта 30 çул ытла вăй хуракан ялти ятлă-сумлă çын. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна 3, 4, 5, 6 созывсенче Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн депутатне, 2015 çулта «Единая Россия» партин регионти политсоветне суйланă. «Почетный работник общего образования РФ», «Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав сăмахĕ», «За заслуги в педагогической и воспитательной деятельности» Хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ. Ялти кун пек хастар та пултаруллă çынсене «Ăçта çуралнă - çавăнтах кирлĕ пулнă», - теççĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА