АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрмар районĕн сумлă та паллă çынни

23 января 2016 г.

Вăрмар районĕн сумлă та паллă çынни

Районтан ятлă-сумлă çынсем нумай тухнă, вĕсене шутласа та пĕтерейрес çук. Хисеплĕ те мухтавлă, хăйсен ĕçĕнче чăннипех те палăрнă ятлă-сумлă çынсен ретĕнче - хамăр районти Кивĕ Вĕренер ялĕнче çуралса ÿснĕ Вениамин Тимофеевич Спиридонов.

Вăл ырă ята ĕçĕпе çĕнсе илме пултарнă. 1957-1964 çулсенче Кавал шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн вăл Чăваш ялхуçалăх институтĕнчи агрономи факультетне вĕренме кĕрет. Çĕр çинче ĕçлесе ĕçчен çемьере çитĕннĕскер вĕренÿре те лайăххисен шутĕнче пулнă. Агрономи уншăн ют пулман, мĕншĕн тесен вăл мĕн ачаранах колхоз ĕçне хутшăннă: çурлапа тырă та вырнă, çавапа утă та çулнă, çĕр те сухаланă, акнă та. Аслă классене çитсен сеяльщикре, прицепщикре ĕçлеме шанаççĕ. Çав хушăрах çамрăк ача ялти аслă пĕлÿллĕ М.Романов агроном ĕçне ăмсанса сăнанă, хăйĕн те ун пек пулас килнĕ. Çак ĕмĕтпе института пĕлÿ пухма килнĕскер, вĕренÿре çав тери тăрăшнă. Студент вăхăтĕнчех А.Кузнецов профессор ертсе пынипе çĕнĕ сортлă çĕр улмие çитĕнтерес енĕпе тĕрлĕрен сăнав ĕçĕсем ирттерет. Каярахпа, институт вĕренсе пĕтерсе хамăр районти «Ленинский» хуçалăхра агрономра ĕçленĕ вăхăтра, студент чухнехи тĕпчев ĕçĕсене пурнăçа кĕртсе пырать. 1969 çулта районта чи пысăк тухăçлă çĕр улми туса илсе палăрать. Мĕн вĕреннине ĕçе кĕртсе, пухнă опытпа усă курса пурнăçланă вăл çак ĕçе.

Пултарулăхне курах ĕнтĕ ăна ялхуçалăх институтне ĕçлеме чĕнеççĕ. Хăй пĕлнине ыттисене вĕрентме сĕнеççĕ. Çакăнтан тытăнать те ĕнтĕ Вениамин Тимофеевич çĕр улмине тĕрлĕ условисенче еплерех çитĕнтерме май килнине тĕпчеме. Ку ĕçе вăл нумай студентсене явăçтарса 40 çул ытла тăрăшнă. Çак хушăра çĕнĕ сортлă нумай çĕр улми туса илнĕ. Унпа пĕрле тĕпчев ĕçĕсене хутшăннă студентсем каярахпа паллă агрономсем пулса тăраççĕ, çĕр улми туса илессипе палăраççĕ, чапа тухнисем те сахал мар.

В.Спиридонов ученăй вĕрентнĕ студентсенчен нумайăшĕ, республикăра тĕрлĕ районтисене шута хумасăр, хамăр районта кăна агрономра, хуçалăх руководителĕсенче вăй хуракансем, хресчен (фермер) ĕçĕсене йĕркелесе янисем, уйрăм çын предпринимательсем те çителĕклĕ, наука кандидачĕсем те пур, муниципаллă служащисенче те ĕçлеççĕ тата ыттисем те. Чылайăшĕ ырă енĕпе палăрса тăраççĕ. Вăл вĕрентсе кăларнă Н.Кувшинов профессор, ялхуçалăх академинче «Çĕр ресурсĕсене тытса пырас технологи» кафедрине ертсе пычĕ, халĕ Брянск хулинчи технологи университетĕнче вăй хурать. Кĕскен каласан, вăл вĕрентсе кăларнисем çĕршывĕпех саланнă.

Вениамин Тимофеевич хальхи вăхăтра тивĕçлĕ канура пулин те, хăй вĕрентнĕ вăхăтра академинчен пĕлÿ илсе тухнисемпе çыхăну тытсах тăрать, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланать. Çамрăк кадрсем яла пурăнма юлса ялхуçалăх производствине аталантарса ярасса чунтанах шанать ĕçпе пиçĕхнĕ ученăй.

Чăваш патшалăх ялхуçалăх академийĕн доцентне, ялхуçалăх наукисен кандидатне, Вениамин Тимофеевич Спиридонова, Чăваш Республикин ялхуçалăх тата Раççей Федерацийĕн профессиллĕ вĕрентÿ министерствисен Хисеп грамотисемпе хаклă парнисене парса наградăланă. Вăл - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентÿ ĕçченĕ. Унăн ĕç кун-çулĕ хамăр районти Кивĕ Вĕренер ялĕнчи çĕр çинчен пуçланса Чăваш патшалăх ялхуçалăх академийĕн агрономи факультечĕн деканĕ таранах çитнĕ. Ăна вăл 14 çул ăнăçлă ертсе пынă. В.Спиридонов хальхи вăхăтра тивĕçлĕ канура терĕмĕр, январь уйăхĕнче вăл çуралнăранпа 70 çул çитрĕ, апла пулин те вăл обществăлла ĕçсене активлă хутшăнать. Шупашкарта пулакан тĕрлĕрен спорт мероприятийĕсем те унсăрăн иртмеççĕ. Вăрçăпа ĕç ветеранĕсен Ялхуçалăх академийĕнчи Канашĕн пуçлăхĕн заместителĕ те вăл.

Пурнăçри çитĕнÿсем çемьери тăнăçлăхран та нумай килеççĕ. Вĕсем çемьере пĕр-пĕрне ăнланса туслăн пурăнаççĕ. Мăшăрĕ - Аэлита Николаевна тата хĕрĕ Людмила Вениаминовна ялхуçалăх академинчех аслă пĕлÿ илнĕ. Вĕсен ĕç кун-çулĕ те агрономипе çыхăннă. Мăшăрĕ те халĕ тивĕçлĕ канура. Вениамин Тимофеевичпа Аэлита Николаевнăна халĕ мăнукĕ ватăлма памасть, çамрăклăхăн хумне вĕсен умне çитерсех тăрать, савăнăç кÿрет. Ашшĕн ĕçне халĕ хĕрĕ малалла тăсать. Чăваш Енре ир çитĕнекен çĕр улмие ÿстерес ыйтупа тĕпчев ĕçĕсем ирттерет.

Çĕре юратасси, унăн пурлăхĕпе туллин усă курса тухăçлă çĕрулми туса илесси Спиридоновсен ăруран-ăрăва куçса пырать.

 Сăнÿкерчĕк çемьери архивран. Вениамин Тимофеевич Спиридонов Чăваш Патшалăх ялхуçалăх академийĕнче ĕçленĕ вăхăтра студентсемпе пĕрле.

 

Çĕр ĕç кафедрин доценчĕ В.Спиридонов 160 ытла наукăпа вĕрентÿ методикин ĕçĕсене пичетлесе кăларнă, çав шутра 2 монографи. Ялхуçалăх институтĕнчи (халĕ академи) студентсене вĕренме кирлĕ «Картофелеводство» вĕренÿ кĕнеки те кун çути курать пирĕн ентешĕн. Тĕпчев ĕçĕсемпе тăрăшнă хушăрах вăл аслă пĕлÿ вĕренсе тухни çинчен ĕнентерекен диплома илме 280 ытла студента хатĕрленĕ.

Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика