23 января 2016 г.

Агропромышленность комплексне аталантарни ялта пурăнакансемшĕн çав тери пĕлтерĕшлĕ. Ку ял тăрăхĕсенчи çынсене ĕç вырăнĕпе тата хамăр туса илнĕ продукципе тивĕçтерме пулăшать. Пахалăхлă вăрлăхран тухăç никĕсĕ хывăнать.
Çакна шута илсех ĕнтĕ хамăр районти ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен ?фермер% хуçалăхĕсем çураки валли пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕсене хатĕрлеме тытăннă. Паянхи куна пĕтĕмĕшле илсен 24590 центнер вăрлăхлăх тĕш тырă пур, вĕсенчен 17440 центнерĕ кондициллĕ, 6250 центнерĕ тасалăхĕпе кондициллĕ мар, 700 центнерĕ нÿрĕклĕхпе кирлĕ шая çитеймен.
«Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществипе «Шигали» ялхуçалăх предприятин хăйсене кирлĕ чухлĕ вăрлăх пурте кондициллĕ. «Вăтам Энĕш», «Владино Агро», «Сарабай» хуçалăхсен 200 - 400 центнер, хресчен ?фермер% хуçалăхĕсенче те хăйсене кирлĕ чухлĕ вăрлăхран 500 - 700 центнерĕ тĕрлĕ сăлтавсене пула кондицие çитеймен.
Çураки пуçланиччен вăхăт нумаях та юлмарĕ, апла пулсан вăрлăхлăх культурăсене кондицие çитермеллех. Çакна пур категориллĕ хуçалăхсен те тивĕçлипех пурнăçламалла. Вĕсене тĕрĕслес енĕпе Л.Иванова тĕп агроном ?ÿкерчĕк çинче% яваплăха туйса ĕçлет. Кирлĕ пулсан яланах пулăшма та хатĕр.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Н.ПЕТРОВ