20 января 2016 г.

Хĕллехи кунсенче çил-тăмансăр, юрсăр пулмасть. Çунă юра тасатсах тăрсан утма та лайăх, автомашинăсем те çăмăллăнах çÿреççĕ.
Енчен те кампа та пулин инкек таврашĕ килсе тухсан, васкавлă пулăшу е пушар машини чĕнме тивсен, çынна вăхăтра кирлĕ пулăшу пама та май килет. Çакна хула, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем çирĕп тытса пырса юр çусанах Вăрмар поселокĕнчи тата ялсенчи урамсене юртан тасатсах тăраççĕ. Акă, Вăрмар поселокĕнче кăна ирхине-ирех юр тасатакан трактор сассипе вăранса каятăн. Вĕсем çынсем çывăрса тăриччен урамсене юртан тасатаççĕ.
Пĕтĕмĕшле илсен юр тасатакансен пĕр канăç та çук, уйрăмах январĕн 16,17, 18-мĕшĕсенче юр кунĕпех çурĕ, çил-тăманĕ те вĕçтерчĕ. Район центрĕнчен автобуссем ялсене вăхăтра çула тухчăр тесе çул-йĕрсене тасатса тăрассипе ял тăрăхĕсенче ĕçлекенсем тăрăшаççĕ. Вăрмар поселокĕнчи урамсене юртан тасатса тăрассипе Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕ вăй хурать.
Çак ĕçе Чăвашавтодор акционерсен уçă обществин Шупашкарти территорипе производство управлени филиалĕн Вăрмар районĕнчи çул-йĕрпе юсав строительствин участокĕнче вăй хуракансем те ирхине-ирех çулсене юртан тасатма васкаççĕ. Çапла пулмасăр, тасатнă çулпа çÿреме лайăх.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА