АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Хаçат тăрăх ырра вĕренесчĕ»

20 января 2016 г.

«Хаçат тăрăх ырра вĕренесчĕ»

Çак сăмахсене 110 çул каяллах Чăваш журналистикине никĕсленĕ Николай Никольский каланă. Вăл каланине ХХI ĕмĕрте упраса хăвармаллине палăртрĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев массăллă информаци хатĕрĕсен, издательство, полиграфи ĕçченĕсем Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсене уявланă мероприятие хутшăннă май.

«Хăвăр ĕçĕре пĕтĕм чунтан парăнса пурнăçлакан сăмах ăстисем, эпĕ сире çирĕп тĕллевлĕ, принциплă пулнăшăн, тÿрĕ кăмăлăршăн тата уçă чунлăхăршăн чĕререн тав тăватăп. Эсир тăрăшнипе республикăра уçă информаци политики ăнăçлăн пурнăçланать, влаçпа общество пĕр çулпа утаççĕ. Патшалăх влаçĕн органĕсем тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем хамăр республикăра пурăнакансемшĕн тăвакан йышăнусене вăхăтра халăх патне çитерекеннисем те эсирех. Çакă вăл пĕр-пĕрин шухăш-кăмăлне пĕлме пулăшакан ырă çыхăну» - тесе палăртрĕ М.Игнатьев массăллă информаци хатĕрĕсен, издательство, полиграфи ĕçченĕсене. Уяв январĕн 16-мĕшĕнче Шупашкарти Чăваш Патшалăх филармонийĕнче иртнĕ.

Унта Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ А.Салаева, ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ А.Иванов, ЧР финанс министрĕ С.Енилина, ЧР юстици министрĕ Н.Прокопьева, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ П.Краснов, Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» политика партийĕн Председателĕн Д.Медведевăн регионти уйрăмĕн Обществăлла йышăну пÿлĕмĕн пуçлăхĕ Н.Николаев, республикăри журналистсен председателĕ В.Комиссаров тата ытти официаллă çынсем пуçтарăннă.

Чăваш Республикин информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ А.Иванов пуçтарăннисене уяв ячĕпе ăшшăн саламланă май Чăваш Енри массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансен иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. «Республикăра пурăнакансенчен чылайăшĕ, уйрăмах çамрăксем, Интернет кăларăмĕсене кăмăллаççĕ. Ку пулăм пĕрре те начар мар, анчах та вулакансем пичет кăларăмĕсем патнех туртăнни кăçалхи пĕрремĕш çур çул валли хаçат-журнал çырăннин кăтартăвĕсенчен те курăнать. Республикăра тата районта тухса тăракан хăш-пĕр хаçатсен тиражĕ пĕлтĕрхинчен чылай ÿсни те çакна çирĕплетет. Анчах та пирĕн ÿсĕмсемпе лăпланса лармалла мар, пичет кăларăмĕсене кăсăклăрах тумалла, вĕсен пахалăхне ÿстермелле, Интернет уçлăхĕнче вырăн тупассишĕн нумай ĕçлемелле», - терĕ Александр Степанович.

Уява хутшăннисене ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ А.Иванов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ А.Салаева, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Патшалăх Канашĕн социаллă пурнăçпа наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ П.Краснов, Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» политика партийĕн Председателĕн Д.Медведевăн регионти уйрăмĕн Обществăлла йышăну пÿлĕмĕн пуçлăхĕ Н.Николаев, республикăри журналистсен председателĕ В.Комиссаров тата ыттисем те саламласа Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсем, парнесем пачĕç.

Уяв хаваслă концертпа вĕçленчĕ.

Палăртма кăмăллă: республикăри журналистсене фойене кĕрсенех çамрăк журналистсем хавхалантарса тăчĕç. Тĕрлĕрен ыйтусем парса хăйсене чăн-чăн журналистсем пекех тытни кăмăла çĕклерĕ. Çак паллă мероприятие Раççей журналисчĕсен союзĕн членĕсен пирĕн районти пĕр ушкăнĕ те хутшăнчĕ.

 

Чăваш Енре 2016 çул Ĕç çынни çулталăкĕ, Раççейре Кино çулĕ пулнă май М.Игнатьев журналистсене хăйсем хатĕрлекен статьясемпе сюжетсенче Чăваш Енри ĕç çыннисен çитĕнĕвĕсене уççăн çутатма, халăх хушшинче сарма каларĕ. Уява пухăннисене вăл республикăри çитĕнÿсемпе тата паллă пулăмсемпе паллаштарчĕ. Журналистсене малашне те ăнăçу, çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх сунса чи пултаруллисене патшалăх наградисемпе чысларĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика