АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Савăнăç пурнăçа илемлетет

16 января 2016 г.

Савăнăç пурнăçа илемлетет

Кивĕ çул хыçа юлчĕ, Çĕнĕ 2016 çула вара пурте савăнăçпа кĕтсе илчĕç. Хĕллехи канмалли кунсенче районти ачасем тĕрлĕ мероприятисене хутшăнса савăнчĕç. Пĕрисем пĕр кун сиктермесĕр тенĕ пек пăр çийне конькипе якатрĕç, теприсем бассейнра шывпа чÿхенчĕç, виççĕмĕшĕсем тĕрлĕ спорт мероприятийĕсене хутшăнчĕç. Юрă-ташă ăстисем вара концертсенче хăйсен пултарулăхĕсене кăтартрĕç.

Канаш тата Тăвай епископĕ Стефан пилленипе Канашра кашни çулах пулакан «Раштав çăлтăрĕ» фестиваль иртнĕ. Пысăк та савăнăçлă уява Стефан Владыка уçнă, пуçтарăннисене саламласа Турра юратса пурăнма пилленĕ. Ку мероприятие Çветтуй Николай ячĕллĕ Канаш хулинчи чиркĕвĕн вырсарни шкулĕн хорĕ, Турра çуратнă Таса Хĕр ячĕллĕ Елчĕк районĕнчи Лащ Таяпа ялĕнчи «Пукрав» вырсарни шкулĕн хорĕ, Çветтуй Инна, Пинна, Римма ячĕллĕ Тăвай районĕнчи «Пукрав» вырсарни шкулĕн хорĕ, Михаил Архангел ячĕллĕ Тăвай районĕнчи «Благовест» вырсарни шкулĕн хорĕ, Çветтуй Николай ячĕллĕ Тăвай районĕнчи Тăрмăшри вырсарни шкулĕнчи ачасем, Çветтуй Николай ячĕллĕ Елчĕк районĕнчи «Голубь» вырсарни шкулĕ, Канаш районĕнчи Ухманти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕренекенсен пĕр ушкăнĕ хутшăннă. Вĕсен ретĕнче пирĕн районти Мăнçырмари Тихвински Турамăш Турăшĕн (руководителĕсем Наталия матушкăпа Т.Гаврилова) чиркĕвĕнчи вырсарни шкулĕ çумĕнчи ачасем (ÿкерчĕк çинче) тата Вăрмарти Михаил Архистратиг, Чулкасри Çветтуй Троица (руководителĕ А.Павлова), Чулкасри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕренекенсем савăнăçпах хутшăннă. Çапла пулмасăр, кунта вĕсем Турра мухтакан юрăсене шăрантарнă-çке. Иисус Христос çуралнине уççăн çутатса панă.

Тихвински Турамăш Турăшĕн Мăнçырмари чиркĕвĕ çумĕнчи вырсарни шкулне çÿрекенсемпе Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем Раштав уявне халалласа программăна, Михаил Архистратиг тата Таса Троица чиркĕвĕсен Чулкасри вырсарни шкулне çÿрекенсем Раштав çăлтăрĕ курăннине халалланă программăна сцена çинче уçăмлатнă. Çак шкулти А.Киреевăпа А.Исаева «Ангел-Хранитель» юрра юрланă. Палăртнă шкулти ачасене Канаш хулинче хăйсен пултарулăхĕсене кăтартма А.Павлова хатĕрленĕ. Вĕсене хавхалантарса пыма Мария матушка тата ачасен ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе А.Макарова хутшăннă.

Ку фестиваль ÿссе çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани пама, ачасен кăмăл-туйăмне пуянлатма, çемьелĕхпе тăванлăха хисеплеме пулăшать те ĕнтĕ.

Савăнăçлă мероприяти вĕçленсен Канаш тата Тăвай епископĕ Стефан ачасене Дипломсемпе пылак кучченеçсем панă. «Раштав çăлтăрĕсем» фестиваль пурне те килĕшнĕ.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Т.ГАВРИЛОВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика