АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрмарсем ку хутĕнче те çĕнтерÿçĕсен ретĕнче

16 января 2016 г.

Вăрмарсем ку хутĕнче те çĕнтерÿçĕсен ретĕнче

Вак тата вăтам бизнеса аталантарас тĕлĕшпе Раççейре тĕрлĕрен программăсем ĕçлеççĕ, вĕсем пуçаруллă çынсене курăмлă пулăшу кÿреççĕ.

Паян сăмахăм Вăрмарти райпон «Общепит» тулли мар яваплă общество пирки пырĕ. Вĕсем районта иртекен пур мероприятисене те хутшăнса халăха хăйсем пĕçерсе хатĕрлекен продукцисене сĕнеççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ республикăри вак тата вăтам предпринимательсен субъекчĕсем хушшинче иртнĕ «2015 çулхи Чăваш Енри чи лайăх предприниматель» конкурса хутшăнса «2015 çулхи чи лайăх вак предприяти» номинацире пирĕн районти «Обществăлла апатлану предприятийĕ» тулли мар яваплă общество 3-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Çак ăмăртура çĕнтерÿçĕсен ретне кĕме пĕрре те çăмăл пулман, мĕншĕн тесен вĕсен виçĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсене тĕплĕн пăхса тухнă. Унта лекме çак виçĕ çул хушшинче тĕрлĕрен социаллă программăсене хутшăнса лайăх результатсем кăтартнине, ыркăмăллăх акцие хутшăнса пулăшу кÿнине, обществăлла апатлану системинче ĕçлекенсем валли ĕç вырăнĕсенче пур условисем те туса панине тата вĕсене социаллă пулăшусем пама пултарнине, тивĕçлĕ продукцисем туса кăларнине, тĕрлĕ конкурссене хутшăнса Дипломсемпе Хисеп грамотисем илме пултарнине тата ыттисене те шута илнĕ. Çакăнта палăртнисене вĕсем пурне те тивĕçлипе пурнăçласа пынă. Ку вăл 2015 çулхи кăтартусене кăна илес пулсан та лайăх палăрать. Обществăлла апатлану предприятине ертсе пыракан М.Сейфуллина пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ çулхи таварçаврăнăшĕ вĕсен 59 млн та 190 пин тенкĕпе танлашнă, çав шутран обществăлла апатлану предприятийĕнче халăха апат пĕçерсе çитернипе 39 млн та 120 пин тенкĕ пулнă. Çăнăхран тĕрлĕрен изделисем пĕçерсе кăларакан цех 14 млн та 89 пин тенкĕлĕх тĕрлĕ ассортиментлă продукцисем туса кăларнă. «Юность» кафере халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерсе 11 млн та 47 пин тенкĕ укçа пырса кĕнĕ. «Кулинари» буфетра суту-илÿ тунипе 12 млн та 372 пин тенкĕ пулнă, «Меркурий» буфетра райпон «Обществăлла апатлану предприятийĕ» тулли мар яваплă обществăра пĕçерсе кăларнă продукцие 7 млн та 844 пин тенкĕлĕх сутнă. Тупăш коллектив туслăн, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленипе кăна пулать.

Пĕр çитĕнÿ та тăрăшмасăр, яваплăха туйса ĕçлемесĕр пулманнине питĕ лайăх ăнланаççĕ çĕнтерÿçĕсем. Çавăнпа та вĕсем - малтисен ретĕнче. Çакă вара Чăваш Енре иртекен республика кунне хатĕрленнĕ тапхăрта пысăк парне пулчĕ.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика