АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Автобуса самолетпа улăштарар-и?

23 марта 2013 г.

Атăлçи федераллă округра сывлăшпа илсе çÿреме патшалăх субсидилекен проекта кам пурнăçласси пирки «Раççей авиацийĕ» палăртнă та ĕнтĕ. «Федерал Пресс. Приволжье» Раççей информаци агентстви палăртнă тăрăх, çак конкурсра Хусанти «Тутарстан» авиакомпани çĕнтернĕ.

Ку таранччен регионсем хушшинчи авиамаршрутсем Атăлçи федераллă округра çукпа пĕрех пулнă. Халĕ вара вĕсене çĕнĕрен ĕçе кĕртнĕ. Çăмăллăхсемпе пур категорири граждансем те усă курма пултараççĕ. Тепĕр майлă каласан пассажир авиабилетăн çур хакне кăна тÿлет, ыттине вара патшалăх субсидилет. Асăннă проектăн çĕнĕлĕхĕ çакă пулса тăрать. Шупашкарти аэропорт та ку проекта пурнăçлас ĕçе хутшăнать. Кăçалхи апрель уйăхĕнчен пуçласа ноябрь уйăхĕ таран «Шупашкар аэропорчĕ» Чăваш Республикинчи хысна учрежденийĕ Атăлçи федераллă округри хулана авиарейс маршручĕсене уçма палăртнă. Вĕсем: Саратов, Самара, Уфа хулисем. Самарăна эрнере 10 хутчен авиарейс тума палăртаççĕ, Саратова - 7, Уфана - 4. Калăпăр «Шупашкар - Самара» авиаçÿрев маршручĕ 5860 тенкĕне кайса ларать. Вĕсенчен 2930 тенкине пассажир тÿлет, ыттине вара федераллă тата республика бюджечĕсенчен субсидилеççĕ.

Мĕн шутлаççĕ-ши кун пирки пассажирсем? Автобуса самолетпа улăштарма хатĕр-ши? Енчен те çук пулсан Шупашкартан Самарăна 10 рейс туни тăкак кÿме пултарать, мĕншĕн тесен 124 вырăнлăх самолетра пассажирсен шучĕ сахал пулни авиакомпанишĕн тăкаклă.

Асăннă проект апрелĕн 1-мĕшĕнчен пурнăçа кĕме тытăнать. Кăçалхи мартăн 15-мĕшĕ хыççăн «Тутарстан» компани пирĕн республикăра билетсем сутмалли пунктсем йĕркелеме палăртнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика