АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлĕ çыхăну

23 марта 2013 г.

Мартăн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Австрин Атăл çинчи хуласенчи экономика миссийĕпе пирĕн республикăна килнĕ Австри Республикин Раççей Федерацийĕнчи тата Беларуç Республикинчи Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ посолĕпе Маргот Клестиль-Леффлер докторпа тĕл пулнă.

Михаил Игнатьев посола Чăваш Ене ĕçлĕ визитпа килнĕшĕн тав тунă, икĕ республика хушшинчи çыхăну сарăлса пырассине ĕненни çинчен пĕлтернĕ. «Паянхи тĕл пулу та пирĕн бизнес-пĕрлĕхсем пĕр-пĕрне шанса ĕçлессине, çыхăнăва анлăлатса тата çирĕплетсе пырассине шантарать», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Маргот Клестиль-Леффлер госпожа Австрири тавар туса кăларакансем Чăваш Енпе кăсăкланнине пĕлтернĕ. Чăваш Енри ĕçлĕ визичĕ вăхăтĕнче посол Чăваш Республикипе Австри Республикинчи предприятисен контакт-биржисене официаллă уçнă çĕре хутшăннă, «Акконд» АУО тата «Трактор завочĕсем» концерн» ККУ», çавăн пекех «Трактор историйĕн ăслăлăх-техника музейĕ» НУК ĕç-хĕлĕпе паллашнă. М.Клестиль-Леффлер Австрире экономика тытăмĕ вăтам тата пĕчĕк предприятисем çинче тытăнса тăнине каласа кăтартнă. Хăйсен çĕршывĕнче ĕçсĕрлĕх шайĕ, çав шутра - çамрăксен хушшинче те, пĕчĕккине çирĕплетнĕ.

Ĕçле визит вăхăтĕнче Австри делегацийĕ Шупашкарта 2015 çулта çăмăл атлетика енĕпе иртекен Европа чемпионатне тата Чăваш автономийĕ - 100 çул, Шупашкар хулине никĕсленĕренпе 550 çул çитнин уявĕсене йĕркелеме пулăшу кÿме хатĕррине палăртнă.

Чăваш Енпе Австри хушшинчи суту-илÿ калăпăшĕ 10,5 млрд долларпа танлашнă. Австрирен туянакан тĕп продукци - металпа ĕçлекен промышленноç оборудованийĕпе станоксем. Калаçура çавăн пекех Австрире Чăваш Ен экономикин хăвачĕпе паллаштаракан презентацисем ирттересси, Чăваш Ен продукцине Австри Республикин рынокне ытларах кăларасси тата пирĕн республикăн экономикине инвестицисем хывасси çинчен сăмах пынă.

Михаил Игнатьев Австрири фермерсене Чăваш Енри ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрпе усă курма сĕннĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика