23 марта 2013 г.
«Юрă-ташăпа чи туслă çемье» номинаципе конкурс ирттерес пулсан Мăнçырмасем тÿрех: «Петровсем. Леонид Петровичсен çемйи», - тенĕ пулĕччĕç.
Ку пĕрре те ÿстерсе калани мар, мĕншĕн тесен Леонид Петрович мĕн пĕчĕкрен юрласа ÿснĕ темелле-ши, шкул вĕренсе пĕтерсен тÿрех Çĕрпÿри культура училищине çул тытнă «Халăх пултарулăхĕн хор ушкăнĕн ертÿçи» енĕпе диплом илнĕ. Малтанах пĕр çулталăк хушши район центрĕнче автоклуб заведующийĕнче, 1970 çултан пуçласа 2006 çулччен Мăнçырмари культура çуртĕнче илемлĕх ертÿçи пулса ĕçленĕ. Ятарлă вăтам пĕлÿ кăна илни пур майлăн ĕçлеме çителĕксĕррине туйса ĕçленĕ хушăрах Хусанти культура институтĕнче Культура ĕçĕнчи ертÿçĕ-методистсем хатĕрлекен уйрăмра вĕренсе аслă пĕлÿ илнине çирĕплетекен диплом илнĕ. Çакăнтан Леонид Петровичăн илемлĕх, тĕнчинчи анлă тавра курăмлă пултарулăхĕ пуçланнă. Час-часах тĕл пулса калаçма тÿр килнĕрен хăй çырса хăй кĕвĕленĕ юрăсем пирки сăмах пуçарнăччĕ.
- Эпĕ юрă çырма ятарласа вĕренмен. Чун ыйтнипе, чĕре хушнипе тепĕр чухне юрă кĕвĕлеме пуçларăм. Çамрăкрах чухне эпĕ кун çинчен шутламан та. Тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн пушă вăхăт ытларах пулнă май кĕвĕсем хăйсем тĕллĕнех çуралаççĕ. Хам кĕвĕлеме пуçланăранпа юрă пуххисен икĕ дискне кăлартăм. Çакăн евĕрлĕ дисксене халĕ альбом теме пуçларĕç. Хамăн дисксене альбом теме иртерех тетĕп-ха, Шупашкарти пек илемлĕ туптаса кăларма йывăртарах. Кÿршĕ ялсенче юрăсене ыйткаласах тăраççĕ те, çавăнпах пуль çырас шухăш пĕтмен-ха.
Çапла каласа кăтартнăччĕ Леонид Петрович пĕр тĕл пулура. Тăрăшса ĕçлени харама кайманнине Петровсем хăйсен çемйипе ял халăхне концертпа савăнтарни çирĕплетсе парать. Каникул кунĕсенче пушăрах вăхăт тупма май килнĕрен Çĕнĕ Шупашкарти 6-мĕш гимназире чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен хĕрĕ Елена Леонидовна та килнĕччĕ, концерта йĕркелесе ертсе пыраканĕ вăл пулчĕ. Хăйĕн сăпайлăхĕпе, çепĕç чĕлхипе, конферансье вырăнĕнче ертсе пыма пĕлнипе ашшĕн таланчĕ ăна та куçнине кăтартса «Çĕнĕ ятсем» конкурсри артистсенчен пĕрре те начар мар юрланипе залри халăха пурне те тыткăнларĕ.
Петровсен ывăлĕ Геннадий Леонидович - ашшĕн династине малалла тăсаканĕ. Вăл Шупашкарти педагогика институтĕнче музыка факультетĕнче вĕреннĕ чухне 4-мĕш курсра «Студентсен çур кунĕ» конкурса хутшăннă, çавăн чухне асăрханă та ăна жюри членĕсем. 4 курс вĕренсе пĕтерсен оперăпа балет театрне юрлама чĕнсе илнĕ. Вĕренсе пĕтерсен те çавăнтах ĕçлеме юлнă. «Геннадий Леонидович сасси зал тулли янăрать, стенасем те чĕтресе тăраççĕ», - теççĕ куракансем, юрă-кĕвве чĕререн парăннăскерсем. Сăмах май, мăшăрĕ те, Наталия Петровна, Геннадий Леонидовичпа пĕрле оперăпа балет театрĕнче юрлать.
Геннадий Леонидовичăн ывăлĕ Женя, Шупашкарти 59-мĕш шкулта 6-мĕш класра вĕренекенскер, ашшĕпе аслашшĕнчен юласшăн мар, аслă Петровсемпе пĕрле вăл та концерт программинче хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарчĕ.
Петровсемпе пĕрле уяв концертне илем кÿрекенсем районти информаципе культура центрĕнче ĕçлекен художествăлла пултарулăх ертÿçи Г.Васильев тата «Созвездие» ушкăнри О.Васильевăпа А.Федорова юрăçсем пулчĕç.
Концерта час-часах çÿрекенсем Л.Петров хăй кăна мар, унăн амăшĕ, мăшăрĕ, ялти вăтам шкулта пуçламăш классенче вĕрентсе тивĕçлĕ канăва тухнă Зоя Петровна та çемье концерчĕсене хутшăннине аса илсе ларчĕç. Петровсен туслă çемйи (ачисем те пĕчĕклех юрлама хутшăннăччĕ) «Сулико» юрра виçĕ сасăпа юрлани куç умне тухрĕ.
Леонид Петровичăн таланчĕ ачисенче, мăнукĕсенче малалла аталанса пырса кĕçĕн мăнукĕсене те куçас шанчăк палăрать. Апла пулсан Мăнçырма ялĕнче кĕвĕ-юрă сасси малалла та иксĕлмĕ.