АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултарулли палăрчĕ

23 марта 2013 г.

Вăрмарти Культурăпа кану çуртĕнче районта иртнĕ «Çулталăк воспитателĕ – 2013» конкурса хутшăннă участниксене чысласси иртрĕ.

Тăхăр конкурсантран финала пиллĕкĕн тухрĕç. Акă вĕсем: С.Васильева («Ромашка» ача садĕнчи музыка руководителĕ), О.Давыдова ( «Зоренька» ача садĕнчи воспитатель), Ф.Егорова (Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул çумĕнчи шкул çулне çитмен ачасен ушкăнĕнчи воспитатель), Л.Захарова (Кĕтеснерти «Солнышко» ача садĕнчи воспитатель), И.Михайлова («Березка» ача садĕнчи воспитатель). Конкурсантсем темиçе тапхăр витĕр тухрĕç, хăйсене тĕрлĕ енлĕн кăтартрĕç. Жюри членĕсен чи пултаруллине тупса палăртма пĕрре те çăмăл пулмарĕ. Çавах та «Çулталăк воспитателĕ – 2013» ята Вăрмарти «Ромашка» ача садĕнче музыка руководителĕ пулса ĕçлекен С.Васильева тивĕçрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика