23 марта 2013 г.
Чăваш Республикин Физкультурăпа спорт тата туризм министерстви Шупашкарта ирттернĕ коллегин анлă ларăвĕнче 2012 çулхи смотр-конкурс итогĕсене пĕтĕмлетнĕ. 700 çынна яхăн çÿрекен ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕсем хушшинчи смотр-конкурсра пирĕн районти А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ (директорĕ С.Архипов) çĕнтернĕ. Ăна дипломпа наградăланă, укçан хавхалантармалли сертификат парнеленĕ.
А.Ф.Федоров ячĕллĕ Спорт шкулĕнчен республика, Раççей шайĕнче палăрнă пултаруллă спортсменсем сахал мар тухнă. Физкультурăпа спорт комплексĕсем хушшинчи тупăшура Вăрмарти «Илем» физкультурăпа спорт комплексĕ (директорĕ О.Иванов) иккĕмĕш вырăн йышăннă, дипломпа наградăланă, планшет панă.
Республикăри спорт журналисчĕсем хушшинчи «Спорт стилĕ-2012» смотр-конкурсра Раççей журналисчĕсен Союзĕн членĕ, пирĕн ентеш А.Хованский «Чи лайăх спорт публицисчĕ» номинацире мала тухнă. Ăна дипломпа наградăланă, ЧР спорт министерствин, физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли «Росинка» центрта канма сертификат тата Чăваш Енĕн 2012 çулта кăларнă спорт энциклопедине парнеленĕ.