13 января 2016 г.

Çĕнĕ çула кашнинчех темле асамлă вăй илсе килнĕ пек туйса кĕтетпĕр. Çак туйăм ытларах ачасенче тесе калас килет, мĕншĕн тесен вĕсем юмах тĕнчине ĕненеççĕ, пурнăçра та çавнах кĕтеççĕ.
Çĕнĕ çул ачасемшĕн савăнăçлă ирттĕр тесе эпир, аслисем, чылай маларахах хатĕрленме пуçлатпăр. Тĕрлĕрен кучченеçсем, теттесем туянатпăр, ачасемпе пĕрле чăрăша илемлетсе лартатпăр. Юлашки çулсенче Хĕл Мучирен ачасем патне çыру çырса почта урлă ярасси те йăлана кĕчĕ. Района ертсе пыракансем ятарласа Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем йĕркелесе ачасене савăнтараççĕ. Районти предприятисемпе организацисенчен чылайăшĕ шкулсене, реабилитаци центрĕсене, интернат-шкулсене çитсе килсе кучченеçсемпе теттесем парнелерĕç. Акă Чăвашпотребсоюзпа «Единая Россия» политика партийĕ пĕрле «Ачасене - шоколад» акци ирттернĕ. Акцие пĕтĕмлетнĕ хыççăн Энĕшпуçĕнчи куллен кирлĕ таварсем сутакан лавкка (заведующийĕ А.Алексеева), Мăнçырмари «Новинка» лавкка (заведующийĕ М.Гурьева), Чулкасри куллен кирлĕ таварсем сутакан лавкка (заведующийĕ П.Илларионова), Мăнçырмари куллен кирлĕ таварсем сутакан лавкка (заведующийĕ Е.Антонова), Çитмĕшри куллен кирлĕ таварсем сутакан лавкка (заведующийĕ С.Максимова), Кавалти куллен кирлĕ таварсем сутакан лавкка (заведующийĕ Т.Бормисова) активлă хутшăннине палăртма кăмăллă. Çавăн пекех райпо Канашĕ, правленийĕ, профсоюз комитечĕ çак акцие хутшăннă районти сутуçăсемпе тавар туянакансене пысăк тав тав туни çинчен пĕлтереççĕ. Акцие хутшăнса пирĕн районта пуçтарăннă пылак çимĕçсемпе ытти кучченеçсен хăш-пĕр пайне Чăвашпотребсоюза ярса панă, çавăн пекех «Единая Россия» политика партийĕн районти уйрăмне тивĕçтернĕ. Вĕсем шоколадсене район пуçлăхĕн Çĕнĕ çулпа Раштав елкине хутшăннă ачасене валеçсе панă. Райпо системинче ĕçлекенсем çак акцие кашни çулах активлă хутшăнаççĕ. Кăçал та вĕсем пылак кучченеçсене тата ытти çимĕçсене районти реабилитаци центрĕнчи ачасене Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем ячĕпе пырса пачĕç. Вĕсемпе пĕрле районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕ те ачасене валли тетрадь, ручка, кăранташ илсе парса савăнăç кÿчĕç. Çĕнĕ çула тата Раштав уявне савăнăçлă ирттерме ырлăх-сывлăх сунчĕç, тĕрлĕрен ăшă сăмахсем каласа савăнтарчĕç. Ачасемшĕн вара çак кун чăннипех те пысăк уяв пулчĕ: чылайччен юрласа, ташласа савăнчĕç.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА