13 января 2016 г.

Кашни çулах районта район администрацийĕн пуçлăхĕн Раштав елки иртет. Çакă ачасемшĕн савăнăçлă уяв пулчĕ. Январĕн 7-мĕшĕнче районти Культурăпа кану центрĕнче иртрĕ вăл.
Çак кун кунта «Çулталăк символĕ» конкурса тăратнă ал ĕç ăстисен куравĕпе паллашма май пулчĕ. Палăртма кăмăллă: чылай ача-пăча хутшăннă асăннă конкурса. Мĕн тĕрлĕ теттесем туса хатĕрлемен-ши/ Пурте чăн-чăн ăстасем темелле.
Раштав елки ячĕпе Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов саламларĕ, ачасене вĕренÿре ăнăçусемпе çитĕнÿсем сунчĕ. Çавăн пекех уявра район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен заместителĕ Н.Павлов, Вăрмар хула администрацийĕн пуçлăхĕ А.Виссарионов, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов ачасене Раштав уявĕпе саламласа вĕренÿре, спортра çитĕнÿсем тума ăнăçусем сунчĕç. «Çулталăк символĕ» конкурс çĕнтерÿçисемпе призерĕсене Хисеп грамотисемпе парнесем парса чысларĕç. Уява вĕренÿпе обществăлла ĕçе хастар, нумай ачаллă çемьесенчи, ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă тăлăх тата ăнăçсăр çемьесенчи ачасем хутшăннă. Уяв юрă-ташăпа малалла тăсăлчĕ. Ачасем елка йĕри-тавра пуçтарăнса пурте Хĕл Мучипе Юр Пикене йыхăрчĕç. Акă çулталăкĕпех кĕтнĕ хăнасем те çитсе тăчĕç. Вĕсемпе пĕрле вара юмахри ытти сăнарсем те чылай пулчĕç. Вĕсем ачасене чылай вăйăсем выляттарчĕç, сăвăсем калаттарчĕç, юрăсем юрлаттарчĕç. Ачасем те тĕрлĕ юмахсенчи сăнарсен тумĕсене хăйсем ăсталаса тăхăнса килнĕ. Чăн-чăн юмах тĕнчи тейĕн! Хаваслăскерсем чăрăш йĕри-тавра юрласа çаврăнчĕç. Юмахри сăнар пулса чи лайăх костюмсем тăхăнса килнисем Хĕл Мучипе Юр Пикерен пылак кучченеçсем илчĕç. Ятарлă пылак призсемпе Вăрмар райповĕ ?унăн председателĕ С.Харитонов% тивĕçтерчĕ. Çавăн пекех кашни ача район администрацийĕн пуçлăхĕнчен пылак парне илчĕ. Республикăри «Ăшă кăмăл туйăмĕ» акцие хутшăнса ятарлă призсене Вăрмар поселокĕнчи Аня тата Алексей Петровсем тивĕçрĕç.
Ачасен савăнăçне кура пĕрле уява килнĕ ашшĕ-амăшĕсем те чунтанах савăнчĕç, уява ирттерекенсене тав турĕç.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: З.ПАВЛОВА