АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тепĕр купеле çветит тунă

26 декабря 2015 г.

Тĕн витĕмĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине çулсерен туйса пыратпăр, çавăнпах ĕнтĕ районта çĕнĕ чиркÿ-часавайсем те, Раштав купелĕсем те уçăлаççĕ.

Кăçалхи сентябрĕн 21-мĕшĕнче Тихвински Турамăш Турăшĕн Мăнçырмари, Николай Чудотворецăн Арапуçĕнчи чиркĕвĕн настоятелĕ Леонид Ермолаев протоиерей пил панипе Арапуç ял тăрăхĕн администрацийĕ, Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ И.Законов тата ял тăрăхĕнче пурăнакан О.Григорьев, С.Петров, В.Карпов, Ю.Петров, Б.Петров, В.Васильев, А.Васильев тата ыттисем тăрăшнипе Арапуçĕнчи Анатри çăлкуç тĕлĕнче купель тума пуçланăччĕ, укçа-тенкĕпе прихута çÿрекенсем тата ытти çынсем пулăшнă.

Декабрĕн 5-мĕшĕнче купеле Леонид протоиерей чаплă лару-тăрура çветит тунă, ĕçе пурнăçлама тÿпе хывнă пур çынна та тав тунă. Чаплă церемони хыççăн чиркÿ прихутне çÿрекенсенчен хăшĕ-пĕрисем купелте шыва кĕнĕ, унăн сипетлĕхне туйнă.

Тумалли ĕçсем кунта татах та пур-ха: часавай çĕклемелле, купель таврашĕнчи лаптăка тирпей-илем кĕртмелле. Çак ĕçсене туса ирттерме ял тăрăхĕнче тата кÿршĕллĕ ялсенче пурăнакансем, ку тăрăхран тухнă ентешсем те пулăшасса шанаççĕ чиркĕве çÿрекенсем.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Н.ПЕТРОВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика