АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк спортсменсен пултарулăхĕ

19 декабря 2015 г.

Декабрĕн 6-мĕшĕнче Шупашкарти Пăр манежĕнче Совет Союзĕн Геройне Н.М.Дудецкие асăнса çăмăл атлетикăпа Раççейри хуласем хушшинчи йăлана кĕнĕ спорт тĕлпулăвĕ иртнĕ. Кăçалхипе вăл 31-мĕш хут пулчĕ.

Ăмăртусене 1999-2000 тата 2001-2002 çулсенче çуралнă çамрăксем хутшăннă. Пурте 3000 метра чупмалли йĕркене пăхăнса тĕрлĕ дистанцисенче вăйĕсене виçнĕ. Пирĕн районтан сумлă ăмăртура Пысăк Енккассинчи шкулта вĕренекенсем хăйсен маттурлăхне кăтартнă. Вĕсем 13-ĕн, пурте уйрăмшарăн чупнă (йĕрки çапла), кăтартăвĕсем те начар мар - малти 10 вырăна тухнă. Çапах та ăмăртура 1-3 мĕшĕсене çĕнсе илнисене çеç палăртнине манса каяр мар. Пысăк Енккассисен мăнаçланмашкăн сăлтавĕ пур: 10-мĕш класра вĕренекен Кристина Яковлева 1,5 çухрăма чупса пĕрремĕш вырăна тухнă, 800 метрлă дистанцие виççĕмĕш вĕçленĕ. Паллах, хăйшĕн те пысăк савăнăç, шкулшăн та чыс, ашшĕ-амăшĕшĕн те хĕпĕртÿ. Кристинăн йĕкĕрешĕ Настя та ăмăртура палăрнă, вăл 400 метра чупса 4-мĕш тухнă.

- Ачасене Республика тата Раççей шайлă ăмăртусене яланах хутшăнтарма тăрăшатпăр,- тет çамрăк спортсменсен тренерĕ Ю.Архипов.- Çапла вĕсем хăйсене тупăшусенче пиçĕхтереççĕ, ытти тăрăхсенчен килнĕ тантăшĕсен çитĕнĕвĕсене кураççĕ, камран тĕслĕх илмеллине пĕлеççĕ. Шкул саккинченех çавăн пек хатĕрленсе пырса пысăк спорта явăçма çул уçаççĕ.

Çакна палăртар: асăннă тĕлпулăва Раççейри 17 регионтан 600 спортсмен хутшăннă. Вĕсем хушшинче Пысăк Енккассисем çухалса кайман, малти вырăнсене илме пултарнă. Паллах, çула тухасси тăкаксăр пулмасть ĕнтĕ, кун пек чухне ырă пулăшусăр май çук. Ачасем хăйсене ăмăртăва кайма пулăшнăшăн Вăрмарти «Урмарытеплосеть» коллективне (ертÿçи – В.Иванов) тав сăмахĕ калаççĕ, малашне те туслă çыхăну çирĕп пуласса шанаççĕ.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: В.ЦЫФАРКИН

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика