19 декабря 2015 г.

Декабрĕн 16-мĕшĕнче пирĕн районта Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Унăн темисем: «2016 çул валли РФ Президенчĕ В.Путин Федераци Пухăвне Çырупа тухни», «Пахалăхсăр спиртран тунă алкоголь продукцине сарассине чарса лартасси», «2015-2016 çулсенче хĕллехи тапхăрта, Çĕнĕ Çул тата Раштав уявĕсенче Чăваш Республикин территорийĕнче пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси» пулчĕç.
Пĕрлехи информаци кунĕн ушкăнне ЧР ялхуçалăх министрĕн заместителĕ К.Никитин ертсе пычĕ. Унта çавăн пекех ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин Министерствин вĕрентÿ сферинчи надзорпа контроль енĕпе ĕçлекен Управленийĕн начальникĕ М.Федотов,ЧР патшалăх статистикин Федераллă службин Территорири органĕн ертÿçин заместителĕ Л.Егорова, Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов тата ытти яваплă çынсем хутшăннă.
Пĕрлехи информаци кунĕ чи малтанах район администрацийĕн ларусен залĕнче савăнăçлă самантран пуçланчĕ. Йăлана кĕнĕ йĕркепе кунта чаплă лару-тăрура икĕ е ытларах ача çуратнă хĕрарăмсене амăшĕн капиталĕн сертификатне пачĕç. Ăна Вăрмар поселокĕнчи А.Соловьева, О.Валентинова, Мăнçырма ялĕнчи А.Вотякова, Çÿлти Кинчерти Т.Овчинникова, Хĕрлĕçырти О.Тимофеева илчĕç. Çавăн пекех «Ĕç ветеранĕ» ята районта тухса тăракан «Хĕрлĕ Ялав» хаçат редакцийĕнче вăй хуракан Л.Федотова тивĕçрĕ (ÿкерчĕк çинче).
Унтан ЧР ялхуçалăх министрĕн заместителĕ К.Никитин РФ Президенчĕн В.В.Путинăн Федераци Пухăвне тухнă Çырупа тĕплĕн паллаштарчĕ. Раççейĕн шалти тата тулаш политикăри, экономикăри лару-тăру, граждансене социаллă пулăшу парасси, бюджет тытăмĕ, хамăр туса кăларнă продукципе тивĕçтересси, вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕн системисене çĕнетесси Çырăвăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри пулнине палăртрĕ Константин Владимирович. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.Путин хăйĕн Çырăвĕнче 2020 çул тĕлне шалти рынока хамăр çĕршывра туса илекен апат-çимĕçпе туллин тивĕçтерессине наци шайĕнчи тĕллев вырăнне палăртмалла тесе каланă. Çавна май пирĕн пурте пĕрле çитес çул татах та тухăçлăрах ĕçлесе халăха хамăр продукципе ытларах тивĕçтерме тăрăшмалла. Çавна май усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртмелле», - терĕ К.Никитин Пĕрлехи информаци кунĕн темине сÿтсе явнă май.
Çавăн пекех ĕçлĕ ушкăн район активĕпе пĕрле Пĕрлехи информаци кунĕнче палăртнă ытти ыйтусене те сÿтсе яврĕç. Унтан 5 ĕçлĕ ушкăна пайланса Аслă Чак, Пысăк Енккасси, Кавал, Кĕтеснер, Кĕлкеш ял тăрăхĕсене çитсе курчĕç, вырăнти халăхпа тĕл пулчĕç.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов, ЧР ялхуçалăх министрĕн заместителĕ К.Никитин Аслă Чак ял тăрăхĕнче пулса кунти ял администрацийĕн, культура çурчĕн, библиотекăн, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул коллективĕсемпе тĕл пулса Пĕрлехи информаци кунĕн тĕп темисене сÿтсе явнă, граждансен ыйтăвĕсем çине хуравланă.
Кĕлкеш ял тăрăхĕ. ЧР патшалăх статистикин Федераллă службин территорири органĕн ертÿçин заместителĕ Л.Егорова ертсе пыракан ушкăн Кĕлкешри Н.А.Афанасьев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти вĕрентекенсен коллективĕпе тĕл пулнă. Район администрацийĕн организаципе контроль ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Н.Павлов Пĕрлехи ниформаци кунĕн тĕп темисемпе паллаштарнă. Çавăн пекех шкулсенче Çĕнĕ çула хатĕрленннĕ май мероприятисем ирттернĕ чухне пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнмаллине каланă. Ĕçлĕ ушкăн ял тăрăхĕнчи тĕл пулура граждансене хумхантаракан ыйтусене хуравланă.
Пĕрлехи информаци кунĕ асăннă ытти ял тăрăхĕсенче те активлă иртнĕ. Юлашкинчен унăн ĕçне район администрацийĕнче пĕтĕмлетнĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.ЧЕРНОВ, З.ПАВЛОВА