16 декабря 2015 г.
2016 çулах пĕрремĕш çур çула хаçат-журнал çырăнтарас ĕç тапхăр пынă вăхăтра районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕ акци ирттерет. Унăн тĕп тĕллевĕ çырăнтару çеç мар тата анлăрах - çынсемпе куçа-куçăн курса калаçасси, хаçат пирки мĕн шутланине пĕлесси, кашни уйрăм çыннăн шухăшне тĕпе хурасси.
Пур пĕрлехи информаци кунĕсенчех район хыпарçин журналисчĕсем ĕçлĕ ушкăнсемпе пĕрле граждансемпе тĕл пулаççĕ, вĕсен шухăшĕсене уçса параççĕ, халăха йышăнмалли кунсем те, ытти вуншар-вуншар мероприяти те хаçатçăсемсĕр иртмест, тĕрлĕ пулăмсемпе çынсем çинчен çырса парасси пирки сăмах та çук. Апла пулин те, килĕшĕр, уйрăм çынпа курса калаçнине нимĕн те çитмест. Çапла вара çак мероприятин тĕп тĕллевĕ хаçатпа ăна вулакана таччăнрах çыхăнтарас тени тĕрĕсрех те пулать пулĕ.
Кивĕ Вăрмар район поселокĕнчен чи çывăх вырнаçнă ял. Кунта ял ăçта вĕçленсе Вăрмар ăçтан пуçланнине ăнланма та йывăр. Чиркÿ урамĕ вĕçленсе те пĕтеймест - ăна хирĕç çĕнĕ «Родничок» ача сачĕ ларать, вăл вара хула тăрăхĕн çĕрĕ çинче вырнаçнă. Çавăнпа та ялта пурăнакансем те йышлă. 2015 çулхи пĕрремĕш çур çулта кунти 630 хуçалăхра 1573 çын пурăннă (халăх йышĕ паллă сăлтавсене пула унтанпа улшăннă ĕнтĕ). Тепĕр цифрăна асăнса хăвармасан тĕрĕсех мар пулĕччĕ, çак хуçалăхсенчен 122-шĕ дача вырăнĕнче, апла пулин те 508 çурт мăрйинчен хĕлле тĕтĕм тухать-ха. Çапла вара район хаçатне çырăнакансем йышлă пулмалла пек те, анчах аплах та мар иккен. 2015 çулхи иккĕмĕш çур çуллăха ялти çыхăну уйрăмĕ урлă хаçата 198 çемье илсе тăрать. Куратпăр - кашни иккĕмĕш çемье пуçне те тивмест вăл.
Чи малтанах мĕншĕн çапла пулса пыни пирки калаçу пуçлатпăр çыхăну уйрăмĕн начальникĕпе Л.Серебровăпа. Пултаруллă та хастар хĕрарăм сăлтавне çын çине сĕлтмест, анчах тулаш енчен витĕм кÿнине асăнмасăр хăвармасть. Кивĕ Вăрмарта пурăнакансенчен ытларахăшĕ ĕçе район центрне çÿреççĕ (ытти ялсенче те çавах пулĕ те, çапах та, ялĕ çывăхран, кунтан ытларах), çавăнпа та хаçата хăйсен ĕç вырăнĕсенчен альтернативлă майпа, «Чăвашпичет» киоскĕ урлă çырăнаççĕ, çакă та кăтартăва чакарать. Тепĕр сăлтавĕ - почтальонсем тăтăшах улшăнса тăни, çынсем вĕсене хăнăхса çитеççĕ кăна - каллех çĕннисем (вăхăтра тупма май пулсан-ха) Людмила Петровна хăй те пĕр уйăх кăна мар почта сумкки çакса хаçат-журналпа корреспонденцисене çырăнакансем патне çитернĕ, пенси те валеçнĕ, таварне те сутнă. Халĕ икĕ çамрăк почтальон пысăк мар укçапах ĕçлеме килĕшнĕшĕн савăнать вăл.
Малалла Кивĕ Вăрмарăн анлă урамĕсемпе çула тухатпăр. Людмила Петровна ялта кам яланах «Хĕрлĕ ялава» çырăнакансене, кам шкул пĕтернĕ хыççăн укçа ведомоçĕсĕр пуçне пĕр йĕрке е вуламаннине пĕлет - вĕсенчен качака такинчен сĕт илейменнипе пĕрех. Çавăнпа та çул, паллах, пĕрремĕшсем патне. Акă пĕр кил умне чарăнтăмăр. Çын кашни çулах хаçат çырăннă, çитес çула - çук. Ĕçсĕр тăрса юлнă иккен - çырăнасшăн. Килĕнче вăхăтлăха республика тулашĕнчен килнĕ аппăшĕ пур. Вăл хаваспах çырăнассине пĕлтерчĕ, вырăнти пĕлтерĕшлĕ хыпарсене те тăван тăрăха килсен хаçат урлă пĕлет иккен. Эпир тепĕр килте - хуçисем çук. Телефонсăр мĕн тăвăпăр-ши эпир çак пурнăçра? Пĕр шăнкăрав - ыйту уçăмланать: мăшăрĕпе Хусана ĕçлеме вырнаçнă. Ирпе пуйăс çине тухса кайнă май почтальон та вĕсене тытаймасть, хаçата çырăнма вара хирĕç мар. Тепĕр классикăлла самант - мăшăрĕпе тĕрлĕ вырăнта ĕçлеççĕ, хăш чух сменăсем те пĕр килмеççĕ. Хаçата çырăнма хатĕр, анчах кам пĕлет, тен, мăшăрĕ çырăннă та, ыйтса пĕлмесĕр тăхтаççĕ, анчах район хыпарçисĕр юлмасса шантараççĕ.
«Шаннă йăвара кайăк пулман», - тени кунта вырăнлă мар. Кивĕ Вăрмартах çак кун 8 çемье хаçат çырăнчĕ. Халĕ пурнăç таппи улшăннă, пĕр-пĕринпе чуна уçса калаçма та вăхăт çук хăш-чухне, хаçат вара пире куçа-куçăн мар пулсан та пĕр-пĕринпе чăнах та тĕл пулма майсем туса парать.
Çак кун Вăрмар хула, Чупай, Чулкас, Кĕтеснер ял тăрăхĕсенче те пулчĕç хаçат ĕçченĕсем. Çырăнтарупа çыхăннă ыйтусем, пĕтĕмĕшле илсен çавсемех. Халĕ вара çынсем хаçат пирки мĕн каланине шута илсе çакăн пек пĕтĕмлетÿ тăвас килет: вырăнти пурнăç, уйрăм çынсем çинчен ытларах çырмалла: тĕрлĕ шайри хуçалăхсен ĕçĕ-хĕлне сăнламалла («Ĕлĕкрех мĕн чухлĕ сĕт, аш-какай туса илни, кам ĕçре палăрни çинчен çыратчĕç», - тесе аса илеççĕ аслăрах çулхисем)...
Кашни çын сăмахĕ пĕлтерĕшлĕ, пĕтĕмпех шута илĕпĕр. Хаçата çырăнăр, вулăр. Эпир сирĕн шанăçа тÿрре кăларăпăр.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: В.ТОЛМАТОВ