АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыйтăва пĕрле татса параççĕ

16 декабря 2015 г.

Ыйтăва пĕрле татса параççĕ

Декабрĕн 14-мĕшĕнче граждансене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнмалли Пĕтĕм Раççейри кун иртрĕ. Пур шайри влаç органĕсен алăкĕсем 12 сехетрен пуçласа 20 сехетчен уçă пулчĕç.

Вăрмар район администрацийĕнче граждансене район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов йышăннă. Палăртнă вăхăтра кунта 15 çын хăйсен ыйтăвĕсемпе килнĕ, пурин çине те хуравсем панă, самантрах татса пама çуккисене тĕрĕслесе тăма шантарнă.

Граждансене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнмалли Пĕтĕм Раççейри куна РФ Президенчĕ В.Путин хушнипе 2013 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕнчен ирттерме пуçланă.

Чулкас ял тăрăхĕ

Асăннă кун 19 сехет тĕлне ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.Иванов патне тĕрлĕ ыйтусемпе 4 çын пынă. Ыйтăвĕсем анлă - ял тăрăхне хăтлăх кĕртесси, Анаткасри Речная урамри кĕпере юсасси, пурнăç условийĕсене лайăхлатасси, нумай ачаллă çемьесене çĕр пайĕсемпе тивĕçтересси, Чулкасри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта палăртнă температура режимне тытса тăрасси. Кунта килнисене пурне те тивĕçлĕ хуравсем парса вĕсене хăçан тата хăш вăхăтра пурнăçлама май килни пирки ăнлантарса панă.

Тикаш ял тăрăхĕ

Граждансем тĕрлĕ ыйтусемпе килни вĕсем вырăнти влаç органĕсене шаннине, халăх суйланă тытăмра вĕсен йывăрлăхĕсене татса пама пултарнине ĕненни çинчен калать. Н.Кабакова Клеçырми урлă хывнă кĕпер хавшани пăшăрхантарать. Электрон ĕмĕрĕнче тĕлĕнмелли нимех те çук - ял тăрăхĕн ĕçĕсене пурнăçласа пыракан В.Нарсов ыйтăвăн электронлă вариантне ЧР транспортпа çул-йĕр министерствине çитерсе парать. Хуравне кăштах кĕтмеллех ĕнтĕ. Н.Кудрявцева Вăрмарпа Тикаш хушшинчи çул юхăнни пăшăрхантарать, М.Иванова ялхуçалăх çĕрĕсен хăш-пĕр пайĕпе тивĕçлĕ мар усă курни шухăша ярать.

Сĕт хакĕ йÿнĕ пулни Тикаш ял тăрăхĕнче пурăнакансене чăннипех хумхантарать. Ăна пуçтаракансем тин кăна 1 литра 20 тенкĕпе илме пуçланăччĕ - халĕ 18 тенкĕне анса ларнă. Ял халăхĕшĕн ку çивĕч ыйту. Çак тата ытти ыйтусен хуравĕсене граждансене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнмалли кунра уççăн татса пама пулать. Çавăнпа та асăннă мероприятие активлăрах хутшăнмалла. «Выртан чул айне шыв кĕмест», - текен каларăш пĕлтерĕшлĕ. Шута илĕр.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика