АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Куçа-куçăн калаçни кăмăла çĕклет

16 декабря 2015 г.

Куçа-куçăн калаçни кăмăла çĕклет

Çын ĕçпе илемлĕ, теççĕ халăхра. Анчах та çынсене малтан ĕçпе тивĕçтерсен пурнăç татах та илемлĕрех пулни каламасăрах паллă. Ĕç вырăнĕ пулсан çемье те телейлĕ, мăшăрсем те ĕç шыраса таçта аякка кайса çÿремеççĕ.

Çакна шута илсех ĕнтĕ Чупай ял тăрăхĕнче вырăнти халăха ĕçпе тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Чупай ялĕ Вăрмар поселокĕнчен аякрах вырнаçман пирки кунта пурăнакансенчен чылайăшĕ район центрне ĕçлеме çÿреççĕ. Юлашки çулсенче ял тăрăхĕнче «Светлана» тулли мар яваплă общество çĕвĕ цехĕн филиалне уçни тата «Андреева А.Ю» уйрăм çын предприниматель тĕрлĕ сĕтел-пукан тата ытти япаласем тума йывăçа касса тирпейлекен цех уçнă. Унта ялта пурăнакансем вăй хураççĕ. Декабрĕн 11-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов Чупай ял тăрăхне çитсе курса çÿлте палăртнă ĕç вырăнĕсенче пулнă, унта вăй хуракансемпе куçа-куçăн калаçнă. Çĕвĕ цехĕнче паянхи куна 9 çĕвĕç ĕçлеççĕ. Вĕсем ĕç тумтирĕсемпе вырăн таврашĕ çĕлеççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланнăшăн çĕвĕçĕсем кăмăллă юлчĕç.

Уйрăм çын предприниматель цехĕнче паянхи куна 6 рабочи вăй хурать. Кунта ĕçлеме пур условисем те çителĕклĕ: ăшă ĕç вырăнĕ, канмалли, çăвăнмалли, апатланмалли пÿлĕмсем таса та çутă, кăнтăрлахи вăхăтра вĕри апат çитереççĕ. Кунта Чупайпа Патти ялĕсенчи çамрăксем вăй хураççĕ. Малтанхи çулсенче вĕсем Мускава е тата ытти çĕре ĕçлеме кайса çÿренĕ пулсан, паянхи кун çемйипе пĕрле ялта ĕçлесе пурăнни савăнтарать. Мăшăрĕсемпе, ачисемпе кашни кун пĕрле пулнине мĕн çиттĕр ĕнтĕ. Ачисене те ашшĕ воспитанийĕ кирлĕ. Çитес вăхăтсенче предприниматель хăйĕн производство цехне татах та анлăлатасшăн, вырăнтах сĕтел-пукан туса кăларассине йĕркелесшĕн. Вĕсем туса кăларакан хатĕр продукцисемпе паркет-хăмасене Мускав тата Тамбов хулисене ăсатаççĕ. Кунта та А.Тихонов ĕçлекенсемпе курса калаçрĕ, вĕсем туса кăларакан продукцисен калăпăшĕпе те интересленчĕ. Унтан А.Тихонов ялти почта çыхăнăвне те çитсе курчĕ. Кунта ялта пурăнакансен коммуналлă тÿлевне те илеççĕ. Хальхи вăхăтра подписка кампанийĕ пырать. Александр Иванович ялти халăх хăш хаçат-журнала ытларах çырăнни пирки ыйтса пĕлчĕ ?ÿкерчĕк çинче%. Района ертсе пыракансем ĕçлĕ халăхпа çапла куçа-куçăн тĕл пулни пурин кăмăлне те кайни калаçуран палăрчĕ.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Н.КРАСНОВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика