АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккунсăр ĕçлени икĕ вĕçлĕ килсе тухать

12 декабря 2015 г.

Кăçалхи январь уйăхĕнчен пуçласа районта çынсене официаллă документсăр ĕçе илекенсене, çавна май конвертпа паракан «сăрă» ĕç укçине документсăр тупса палăртас тĕлĕшпе ведомствăсен комиссийĕ ĕçлет.

Декабрь уйăхĕн малтанхи кунĕсенче асăннă комиссин ĕçлев ушкăнĕн черетлĕ ларăвĕ район администрацийĕн ларусен залĕнче иртнĕ. Унăн ĕçне район пуçлăхĕ, Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн Чăваш Республикин Вăрмар районĕнчи Управленийĕн пуçлăхĕ М.Пуклаков, Чăваш Республикин Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕн заместителĕ С.Викторов, Вăрмар район прокурорĕн помощникĕ К.Исаева, халăха ĕçпе тивĕçтерекен Вăрмар районĕнчи центрĕн директорĕ В.Нестеров, район администрацийĕн экономика аталанăвĕ, промышленность тата суту-илÿ пайĕн пуçлăхĕ Н.Краснова, РФ социаллă страховани Фончĕн Чăваш Республикинчи патшалăх учрежденийĕн уполномоченнăйĕн ертсе пыракан специалисчĕ М.Аверьянова, хула, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, уйрăм çын предпринимательсем хутшăннă.

Ларура тĕп ыйтупа Н.Краснова тухса калаçнă. Вăл кăçалхи январь уйăхĕнчен пуçласа çынсене документсăр ĕçе илекенсене ?çавна май тара кĕрешекенсен укçана «конвертпа» илме тивет% тупса палăртас тĕлĕшпе ведомствăсем хушшинчи комисси 5 рейд вăхăтĕнче ĕç килĕшĕвĕ çырмасăр ĕçлекен 148 çынна тупса палăртни, комисси ирттернĕ кашни ларурах çак тĕслĕхсене сÿтсе явни çинчен чарăнса тăнă.

ЧР ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕн заместителĕ С.Викторов хăш-пĕр предпринимательсем çынсене саккуна хирĕçлесе ĕçе илни республика, Раççей экономикине пысăк сиен кÿнине палăртнă, çĕршывăн тĕрлĕ регионĕсенчи çак кăтартăвăн хăш-пĕр цифрисене илсе кăтартнă. Савăнмалли сахал, çавăнпа та предприятисем тăратакан отчетсене тĕрлĕн тишкермеллине палăртнă, ĕçлеме пултаракан çынсемпе предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ăнлантару ĕçĕсем ирттермелли çинчен каланă. Комисси ларăвĕнче «сăрă» ĕç укçи тÿлекен хăш-пĕр предпринимательсене итленĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов çынсене саккуна пăхăнмасăр ĕçе илекенсене шалăва «конвертпа» тÿлекенсене хирĕç пурин те пĕрле ĕçлеме кирли çинчен каланă.

Çак кунсенче вара ку ыйтупа ĕçлекен ведомствăсем хушшинчи ушкăн улттăмĕш рейд ирттернĕ, унăн пĕтĕмлетĕвĕсене хаçатăн çитес номерĕсенче çырса пĕлтерĕпĕр.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: В.ТОЛМАТОВ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика