АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван çĕршывăн Паттăрĕсен кунĕ

12 декабря 2015 г.

Тăван çĕршывăн Паттăрĕсен кунĕ

Историйĕн юлашки тапхăрĕнче чылай улшăнусем пулса иртеççĕ. Уйрăмах Тăван çĕршывăн кун-çулĕпе çыхăннă паллă кунсене каялла тавăрни савăнтарать. Çĕр çул ытла каяллах паллă тума пуçланă Тăван çĕршывăн Паттăрĕсен кунне. Пĕр вăхăт хушши ăна аса та илмен, темиçе çул каялла кăна çак уява тепĕр хут чĕртсе тăратнă, яланхиллех декабрĕн 9-мĕшĕнче паллă тума йышăннă.

Раççейре те, Чăваш Енре те, районсенче те тăван çĕршыв умĕнчи таса тивĕçе пурнăçласа паттăрлăх кăтартнă çынсем сахал мар. Вĕсене чысласа çак кун анлă çĕршывăн пур кĕтесĕсенче те, Мускав Кремлĕнчен пуçласа пирĕн район таранах, чаплă мероприятисем иртнĕ. Районти тĕп библиотека ĕçченĕсем паллă уява халалласа вулав залĕнче аслă классенче вĕренекенсемпе Раççей çĕрĕн хÿтĕлевçи ятпа паттăрлăх урокĕ ирттернĕ. Раççей çĕрĕнчен паллă çар пуçĕсем сахал мар тухнă, вĕсенчен чи паллисенчен пĕри - Александр Васильевич Суворов (1730-1800 ç.ç.) Çар ĕçĕн паллă теоретикĕ пулнă май, генералиссимус ята, Рымникски граф, Итали кнеçĕ титулсене тивĕçнĕ. Пур наградисем çинчен асăнса пĕтерме те çук.

Уйрăмах шкул ачисем «А.Суворов - Аслă çар пуçĕ» ятпа хатĕрленĕ кĕнеке куравĕпе кăсăкланнă. Библиотекăра паллă çар пуçĕ çинчен литература питĕ йышлă - кунта кĕнекесем те, иллюстрациленĕ буклетсем те.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Г.КОРЫТНИКОВА, библиотекарь

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика