12 декабря 2015 г.

Вăрмар поселокĕнчи Некрасов урамĕнчи 4-а номерлĕ çурта 2015 çул вĕçлениччен хута ямалли çинчен хаçат урлă пĕлтернĕччĕ.
Декабрĕн 11-мĕшĕнче çак савăнăçлă самант пулса иртрĕ. Кивĕ тата авариллĕ çуртсенче пурăннă 23 çемьене тата 4 тăлăх ачана çĕнĕ хваттерсен уççисене район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов пачĕ.
Çакă «Чăваш Республикин Вăрмар районĕнчи авариллĕ çурт-йĕрсенче пурăнакан граждансене хăтлă çурт-йĕрпе тивĕçтересси» программăпа килĕшÿллĕн пулса пырать.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.ЧЕРНОВ