09 декабря 2015 г.

Паян Пĕтĕм тĕнчери коррупцие хирĕç кĕрешмелли кун. (Ăна 2003 çултан паллă тума тытăннă). Усал пулăма хирĕç тăма пĕтĕмпе 100 ытла çĕршывра йышăннă, Раççей конвенцие 2006 çулта ратификациленĕ. Çакăн чухлĕ çĕршыв кунта хутшăнни ку пулăм анлă сарăлни çинчен хăех калать. Пĕтĕм тĕнчипех çакна хирĕç кĕрешме кирлине палăртни пĕлтерĕшлĕ.
Çак кун умĕн районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕнче район прокурорĕн заместителĕ Г.Демьянов пулса кунти сотрудниксемпе «çавра сĕтел» хушшинче калаçу ирттерчĕ (ÿкерчĕк çинче). Сăмах май, прокуратура ĕçченĕсем ку ыйтупа редакцире пĕрре кăна мар пулнă. Кĕр варринче район прокурорĕ Е.Краснов тата унăн заместителĕ хаçат редакцийĕпе пĕрле «тÿрĕ лини» ирттернĕччĕ. Ун чухне граждансем телефонпа шăнкăравласа чылай çивĕч ыйтусем панăччĕ. Ку тĕлпулу вăхăтĕнче те Геннадий Иринархович çак ыйтусем пирки прокуратура мĕнле ĕçсем туса ирттерни çинче чарăнса тăчĕ. Вăл граждансем активлă пуласса малтанласах шанманнине те палăртрĕ, анчах чылай çынна çак ыйту кăсăклантарни пĕрлехи мероприятисем ирттерме йышăнни питĕ тĕрĕс утăм пулнине палăртрĕ, эппин малашне те çак утăмран пăрăнмасăр хутшăнăва йĕркелессине йăлана кĕртсе пымаллине каларĕ, кашни уйăхрах тĕлпулу ирттерме шантарчĕ.
Ĕçлĕ калаçу редакцире иртнĕ май Геннадий Иринархович коррупцие хирĕç кĕрешес ĕçре хаçат пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине палăртрĕ. Çак ĕçе массăллă информаци хатĕрĕ пĕлсе те ăнăçлă пурнăçласа пыни çинчен те асăнчĕ.
«Хаçатпа 50 çула яхăн туслă эпĕ, мĕн ачаран ăна вуласа ÿснĕ. Прокуратурăра ĕçлеме тытăнсан та çак йăлана пăрахман, пачах урăхла, тимлĕрех вуласа статьясене тишкерсех пыратăп. Çак хушăра хаçат страницисем çинче пĕр-пĕр çын хушнипе теприне айплас тесе çырнă пĕр материал та пичетленмен. Ку коллектив хăйĕн ĕçне яваплă пĕлсе пурнăçлани çинчен калать», - терĕ вăл.
Раççей Федерацийĕн Уголовнăй Кодексĕн уйрăм статйисем граждансене коррупци тĕлĕшпе право енчен тĕрлĕ енлĕн ăнлантарса пама палăртнă. Ку тĕлĕшпе вара вырăнти пурнăçа çутатакан хаçатăн пĕлтерĕшĕ пысăк. Тепĕр самант та пур, хăш-пĕр çынсем хăйсене килĕшмен граждансем пирки нимĕнпе те çирĕплетмен статьясемпе корреспонденцисем килсе пама пултараççĕ, çавăнпа та кун пирки сыхă пулмалла.
Редакци ĕçченĕсене районта коорупципе çыхăннă фактсем пуррипе çукки те интереслентерчĕ. Геннадий Иринархович хăш-пĕр пуçлăхсем хăйсен çурт-йĕрĕсем, автомашинăсем, банксенчи пур дивидентсем çинчен тĕплĕнех мар тăратнă тĕслĕхсем пулни çинчен каларĕ. Вĕсем пĕлтерĕшлех мар пулнăран, шанăçа çухатман тесе палăртса ĕçрен хăтарманнине палăртрĕ. «Анчах, килĕшĕр», - терĕ вăл, - расхутсем тупăшран пысăкрах пулсан укçа-тенкĕ ăçтан кĕни кăсăклантаратех». Коррупци сăлтавĕ пирки те уçăмлатрĕ Геннадий Иринархович: «Сĕтев сĕнекенсем пулсан, ăна илекенсем те тупăнĕç, çавăнпа та кашни çыннăн хăйĕн гражданла позицийĕ çирĕп пулмалла, вара коррупци çулĕ хупăнĕ. Çакна пĕрре те хирĕçлеме çук.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: В.ТОЛМАТОВ