АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул çитменнисене куçран вĕçертмеççĕ

09 декабря 2015 г.

Райадминистрацин çул çитмен ачасемпе тата вĕсен прависене хÿтĕлес тĕлĕшпе ĕçлекен комисси Кивĕ Вăрмар, Арапуç, Энĕшпуç, Кавал, Кивĕ Вĕренер ялĕсенче пурăнакансем административлă право йĕркисене пăснă тĕслĕхсене пăхса тухнă. Ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ - райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ, комисси председателĕ Ю.Соколов ертсе пынă.

«Районти çул çитмен ачасене эпир куçран вĕçертместпĕр. Вĕсем ăçта, кампа çÿренипе тăтăшах интересленсех тăратпăр. Кирлĕ пулсан ачасем пурăнакан вырăнсене çитсе килĕрен те çÿретпĕр. Вĕсен ашшĕ-амăшĕсемпе те тăтăшах профилактикăлла калаçусем ирттеретпĕр. Вĕренÿ тапхăрĕ вăхăтĕнче те, каникулсенче те ачасен пушă вăхăтне усăллă ирттерес тĕлĕшпе тĕрлĕрен мероприятисем пулаççĕ. Йывăртарах çемьесенче пурăнакан ачасене вара уйрăмах тимлĕх уйăратпăр. Вĕсен кун-çулĕ пĕр вырăнта ан тăтăр, тăтăшах малалла кайтăр тетпĕр. Мĕн кирлине ашшĕ-амăшĕ туллин параймасть пулсан та, общество енчен ачасем хăйсене хÿтлĕхлĕ туйччăр тесе çине тăратпăр. Çакна вара вырăнти ял тăрăхĕсенче те шута хураççĕ. Йывăртарах ачасем çумне депутатсене çирĕплетеççĕ, ашшĕ-амăшĕсемпе тĕл пулса калаçаççĕ, килĕсене çитсе кураççĕ. Райадминистрацин çул çитмен ачасемпе тата вĕсен прависене хÿтĕлес тĕлĕшпе ĕçлекен комисси вĕсен ĕç-хĕлне йĕркелесе пырать те ĕнтĕ», - терĕ Ю.Соколов ларăва уçнă май.

Чи малтанах районти çул-йĕрсем çинче пулакан инкексем пирки пычĕ калаçу. Унта ытларах автотранспортпа çÿреме ирĕк паракан документсăр çула тухни те пăшăрхантарчĕ ларăва хутшăннисене. Акă, тĕслĕхрен, автотранспортпа çÿреме ирĕк паракан документсăр çула тухнăшăн пĕр çынна 5000 тенкĕ штрафланă. Теприн автомашина çине ларсан ременьне çыхма манса кайнăшăн 1000 тенкĕ кăларса хума тивнĕ. Каçхине 22 сехет хыççăн ачасем урамра çÿренишĕн те ашшĕ-амăшнех явап тыттарнине асрах тытасчĕ.

Ашшĕ-амăшĕн прависене туллин пурнăçламаннисене 5 тĕслĕх пăхса тухнă. Каçхи вăхăтра ачасем тумтирĕсенче çутатакан япаласемсĕр - повязкăсемсĕр ?стикерсемсĕр% çул хĕррипе çÿренĕшĕн 2 ашшĕ-амăшне явап тыттарнă. Автомашинăсем çÿрекен çул хĕррисемпе утнă чухне çутатакан повязкăсене çыхмалла, çынсем пурăнакан вырăнсенче унсăрах çÿреме юрать.

Автомашинăсем çÿрекен çулсем çинче ачасен кăна мар, аслисен те тумтирсем çинче çутатакан япаласемпе - повязкăсемпе утмалла. Пурнăç пĕрре çеç килет, çавăнпа та пурин те тимлĕ пулмалли çинчен манса каяс марччĕ.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Л.ПАВЛОВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика