АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçпе вĕренĕве çыхăнтарни - çитĕнÿсен çăлкуçĕ

09 декабря 2015 г.

Ĕçпе вĕренĕве çыхăнтарни - çитĕнÿсен çăлкуçĕ

Мĕн авалтанах çынсем пĕр-пĕрин патне хăнана çÿренĕ. Ытларах чухне пурнăçпа тан утакансем патне кайма юратнă, мĕншĕн тесен вĕсенчен вĕренмелли нумай. Чăвашпотребсоюз тытăмне кĕрекен пирĕн районти райпо системи вĕсен шутне кĕрет те ĕнтĕ. Çавăнпах пулĕ декабрĕн 3-мĕшĕнче Вăрмар райповне Чăвашпотребсоюзăн тытăмне кĕрекен республикăри ытти районти «Органика» тата «Акконд» лавккасен заведующийĕсем вĕренÿ шучĕпе килсе çитнĕ. Сăмах май каласан, Чăвашпотребсоюз хăйсен системинчи тĕрлĕ шайра ĕçлекенсем хушшинче тăтăшах вĕрентÿсем ирттерет.

Ĕçлĕ çулçÿреве Чăвашпотребсоюзăн суту-илÿ тата обществăлла апатлану пайĕн начальникĕ О.Иванова ертсе пычĕ. Вĕсене чи малтанах Вăрмар райпо канашĕн председателĕ С.Харитонов, унăн заместителĕ Е.Харитонова тата ыттисем те ăшшăн кĕтсе илчĕç. Сергей Николаевич хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, хăш-пĕр ырă тĕслĕхсем пирки кăштах чарăнса тăчĕ. Ыррине курма, çын мĕн ĕçленипе паллашма питех те кăмăллă. Ĕçлĕ ушкăн пирĕн района килнин тĕллевĕ çитĕнÿсемпе паллашнисĕр пуçне ытларах лавккасенчи сентресене тавара халăха курăнмалла вырнаçтарассипе, туянакансен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерессипе те çыхăннă. Малтанах вĕсем Вăрмар поселокĕнчи «Органика» лавккана çитрĕç. Кунти тавар хакĕсемпе, вĕсене сентресем çине еплерех вырнаçтарса тухнипе тата «Акконд» акционерсен уçă обществипе таччăн çыхăнса ĕçленипе паллашрĕç. Уйăхсерен пулса пыракан таварçаврăнăшĕпе те кăсăкланчĕç. Унтан «Заря» лавккана çул тытрĕç. Кунта та йĕркелĕх хуçаланать, халăх ыйтăвне туллин тивĕçтереççĕ. Икĕ лавккинче те таварĕсем ытларах хамăр районти «Вăрмарти çăкăр завочĕ» тулли мар яваплă обществăра тата обществăлла апатлану предприятийĕнче пĕçерсе хатĕрленисем тата çурма фабрикатсем, пылак шывсем. Унсăр пуçне республикăри ытти тĕрлĕ районсенчи Чăвашпотребсоюз предприятийĕсен продукчĕсем те çителĕклĕ. Çÿлçÿреве ертсе пыракан О.Иванова лавккара ĕçлекенсене тĕрлĕрен ыйтусем пачĕ, ĕçре кирлĕ хăш-пĕр сĕнÿсене те каласа хăварчĕ. Пай начальникĕ пулнăран-ши, çитменлĕхсем те курăнчĕç унăн куçне. Лавккаçсем вара вĕсене шута хума шантарчĕç. Акă çÿлçÿреве хутшăннă Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕр райповĕнчен килнĕ представительпе Л.Крыловăпа калаçатăп: «Пирĕн райпо республикăра лайăххисен ретĕнче шутланса тăрать пулсан та Вăрмар райповĕнчен вĕренмелли, хамăр ĕçре усă курмалли сахалах мар. Вĕсен тăрăшулăхĕ куç умĕнче. Кунта килсе курма май килнишĕн питех те кăмăллă», -тет вăл уççăн. Йĕпреç районĕнчи «Акконд» лавкка заведующийĕ М.Павлова та çак сăмахсенех çирĕплетсе каларĕ. Вăл та пирĕн районти райпо ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăллине пĕлтерчĕ. Ютран килнĕ çынсем пирĕн районти райпо лавккисемпе кăмăллă пулнишĕн чунра ăшăлăх палăрчĕ. Вăрмар поселокĕнчи лавккасене курса çÿренĕ хыççăн вĕсем Кавалти тата Чулкасри райпо лавккисене çитсе курчĕç. Çÿлçÿреврисемшĕн кунта та курмаллисем нумай пулчĕç, вĕсем тĕлпулупа кăмăллă пулчĕç. «Ĕçпе вĕренĕве çыхăнтарни çитĕнÿсем тума пулăшаççех», - терĕç лавккаçсем сывпуллашнă май.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика