АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Улшăнусем кĕртнĕ

16 марта 2013 г.

Мартăн 1-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Граждан кодексне кĕртнĕ улшăнусем вăй илчĕç - Росреестр куçман пурлăхпа тунă килĕшÿсене патшалăх регистрацийĕ тума пăрахрĕ.

Асăннă вăхăтран пуçласа куçман пурлăха сутса илес, ылмаштарас, парнелес, рентăна парас тĕллевпе тунă килĕшÿсене регистрацилемеççĕ, çавна май вĕсемшĕн патшалăх пошлини те тÿлемелле мар.

Тĕслĕхрен, маларах пÿрт-çурта сутнă чухне суту-илÿ килĕшĕвне ятарласа патшалăх регистрацине тăратмаллаччĕ, сутаканпа илекен уншăн 1000 тенкĕ патшалăх пошлини çурмаран тÿлетчĕç. Кунсăр пуçне, пÿрт-çурта илекен хăйĕн харпăрлăх правине регистрациленишĕн тата 1000 тенкĕ тÿлетчĕ. Пурĕ пĕрле сутаканпа илекен 2000 тенкĕлĕх тăкакланатчĕç.

Халĕ вара çак йĕрке улшăнчĕ - мартăн 1-мĕшĕнчен пуçласа пÿрт-çуртăн пĕр хуçинчен тепĕр хуçи патне куçнă харпăрлăх правине кăна регистрацилемелле, уншăн 1000 тенкĕ патшалăх пошлини тÿлемелле, тăкакне вара пÿрт-çуртăн çĕнĕ хуçи тÿсет. Асăннă çĕнĕлĕхсем, паллах, халăха çăмăллăх кÿреççĕ: укçи-тенки перекетленет тата документсене патшалăх регистрацине панă чухнехи вăхăт кĕскелет. Анчах та çак çĕнĕлĕхсем пур килĕшÿсене те тивмеççĕ, хăш-пĕр килĕшÿсене патшалăх регистрацийĕ тумалли нормăсем сыхланса юлаççĕ.

Сăмахран, çĕнĕ çурт-йĕр хăпартма хутшăннине çирĕплетекен килĕшÿсене, ипотека килĕшĕвĕсене, куçман пурлăха арендăна пани çинчен калакан килĕшÿсене ятарласа патшалăх регистрацине тăратмалла, унсăрăн вĕсем вăя кĕмеççĕ.

Росреестр куçман пурлăхпа тунă килĕшÿсене регистрацилемест пулин те, пурпĕрех ĕлĕкхи пекех çав килĕшÿсене саккун нормисене пăхăнса тунипе туманнине тĕрĕслет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика