20 марта 2013 г.
Раççейри çынсен сывлăхне сыхлас енĕпе пуçарнă медицинăн страховани полисĕсене йĕркеленĕренпе çирĕм çул иртрĕ. Вăл кашни чирлекене медицина енĕпе пулăшу илме ирĕк парать. «Чăвашмед» страхлакан компани Вăрмар районĕнчи уйрăмĕнче нумайранпа М.Мартынова тăрăшса ĕçлет.
Асăннă компани полиссене хатĕрлесе йĕркелессипе республика çыннисемпе килĕшÿ тăвать. «Чăвашмед» компанин страхлассипе ятарлă программа пур. Кашни районтах медицина учрежденийĕсем çумĕнче çак ĕçе туса пыраççĕ.
Вăрмар енче те страховани полисĕсене йĕркелессипе пур енлĕн ăнăçлăн ĕçлеççĕ. Кунта 20 çул хушши ĕç вырăнне улăштармасăр Марина Львовна Мартынова вăй хурать. Район халăхĕ умĕнче хăйĕн чыс-сумлă ĕçĕпе, сăпайлăх-çепĕçлĕхĕпе, ĕçе чунтан юратнипе, ырă та ăшă кăмăлĕпе, ĕç вăхăчĕсене пăсмасăр çÿренипе, хăйсене страхлакансен кирлĕ докуменчĕсене çийĕнчех хатĕрлесе пама пĕлнипе пуян опыт пухрĕ, ырă ят çĕнсе илчĕ.
Районĕпе 21 пин çынна страхланă та ĕнтĕ. Çапах та ку кирлĕ ĕç малалла пырать. Марина Львовна халăх умĕнче ку енĕпе тĕл пулусем ирттерет, ăнлануллă каласа пама пĕлет, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе страховани полисне хăвăртрах туса парас ĕç çине тимлĕн пăхать, пысăк тăрăшулăх кăтартать, ÿсĕмсем тăвать, ĕç тухăçлăхне ÿстерсех пырать. Кунта страховани полисĕн докуменчĕсене тутарас сăлтавпа çÿрекенсене хăйĕн ĕçри ырă кăмăлĕпе хавхалантарать, тав сăмахĕсене те сахал мар тивĕçет. Ан тив, 20 çулхи ĕç тапхăрĕнче хăйĕн юратнă ĕçĕнче хальлĕхе пысăк хисеплĕ ятсем илмен пулин те, вăл çынсемпе ĕçлеме пĕлнипе хисеплĕ. Хăйĕн ĕçне тивĕçлипе туса пынăшăн илнĕ Хисеп хучĕсем сахал мар унăн. Марина Львовна хăйĕн юратнă мăшăрĕпе Алексей Алексеевичпа пĕрле ывăлпа хĕрача çитĕнтереççĕ. Павел ывăлĕ - Хусанти федераллă университетра вĕренет, Хĕрĕ - Надежда - Мускаври университетра аслă пĕлÿ илчĕ.