20 марта 2013 г.
Çăварни - халăх юратакан уявсенчен пĕри. Ĕлĕкрен килекен йăлапа çăварни эрнинче икерчĕ пĕçереççĕ, лашасем çине шăнкăрав çакса, çунисене илемлетсе катаччи чупаççĕ. Çăварни тĕрлĕ вăхăтра килет, кăçал март уйăхĕн варрине лекрĕ. Вăрмар поселокĕнче те сивĕ хĕле ăсатса çуркуннене кĕтсе илмелли савăнăçлă Çăварни уявĕ иртрĕ. Тĕп площадьре ирхинех хаваслă юрă-кĕвĕ янăрарĕ, çынсене уява пухăнма йыхăрчĕ.
Суту-илÿ вырăнĕсем халăха тутлă икерчĕпе, техĕмлĕ шашлăкпа, вĕри чейпе илĕртрĕç. Çăварни икерчипе Вăрмарсене райпон обществăлла апатлану предприятийĕ тивĕçтерчĕ. Шăпăрлансем вара тĕп площадьрех вырнаçнă ача-пăча аттракционĕсенчен хăпма пĕлмерĕç, тĕрлĕ ярăнчăксем çинче ярăнса савăнчĕç. Мĕнле Çăварни пулĕ-ха илемлетнĕ лашасем çинче ярăнмасăр; Ятарласа илемлетнĕ 3 лаша чăн-чăн уяв савăнăçĕ пулчĕç. Ачасем, аслă ÿсĕмрисем те черетпе лашапа ярăнчĕç. Анаткасран килнĕ Сергей Красновăн илемлетнĕ Лантăш ятлă лаши чи капăрри пулчĕ. Ытларахăшĕн Лантăш çуни çинче ярăнса курас килни палăрчĕ. Сергей ăна хăйех илемлетнĕ иккен.
Уяв «Эх, Çăварни» театрализациленĕ кăтартуран пуçланчĕ. Тĕрлĕ юмахсенчи сăнарсене сцена çинче калăпланă культура ĕçченĕсем тата ача садне çÿрекенсемпе шкул ачисем халăха савăк кăмăл парнелерĕç. Вĕсен сюжетлă кăтартăвĕ юрă-ташăпа илемлĕн çыхăнса пычĕ.
Уява пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин саламларĕ, çуркунне çитнĕ ятпа савăк кăмăл-туйăм, тулăх та телейлĕ пурнăç, ăнăçусем сунчĕ.
Мероприяти тăршшĕпех районти художествăлла пултарулăх ушкăнĕсен савăнăçлă концерчĕ пычĕ. Хĕл катемпине çунтарса ярасси чи хумхануллă самант. Илемлетнĕ катемпине çунтарма шел те пулчĕ, анчах уяв йĕрки çапларах.
Çăварни уявĕнче мини-футбол, армспорт, кире пуканĕ йăтассипе, канат туртассипе ăмăртусем иртрĕç. «Тайм Инвест» тулли мар яваплă обществăн парнисене çĕнсе илессишĕн мини-футбол енĕпе районти 10 команда тупăшрĕç. Çивĕч кĕрешÿре поселокри ДИНА команда çĕнтерчĕ. Армспорт енĕпе арçынсем хушшинче А.Иванов (Вăрмар), хĕрарăмсем хушшинче Е.Тян (Энĕшпуç) çĕнтерчĕ. Кире пуканĕ йăтассипе арçынсем хушшинче А.Тян (Энĕшпуç), хĕрарăмсен хушшинче Е.Тян (Энĕшпуç) пĕрремĕш пулчĕç. Канат туртассипе Вăрмар поселокĕн команди çĕнтерчĕ, Мăнçырмасем иккĕмĕш вырăна тухрĕç.
Аслă типпе кĕрес умĕн çынсем Çăварни уявĕнче савăнчĕç, лайăх кăмăл-туйăмпа пуянланчĕç. Юрă-кĕвĕ, ташă çемми Вăрмар поселокĕ çийĕн чылайччен янăрарĕ, уява хутшăнакансен кăмăлне çĕклерĕ.