05 декабря 2015 г.
Раççейри çулсем ĕлĕк-авал лайăх пулманни çинчен вырăс литературин классикĕсем пĕрре кăна мар çырнă. Аса илĕр-ха Н.Гоголĕн «Виле чунсем» («Мертвые души») поэминчи пĕр саманта. Икĕ арçын пĕр пĕчĕк хула урамĕпе лаша кÿлнĕ кÿме иртсе пынине кураççĕ те пĕри тепринчен «Хусана çитет-ши?», - тесе ыйтать. «Çитеймест», - тесе татăклăн хуравлать тепри.
Унтанпа чылай шыв-шур юхса иртнĕ, республикăри пур район центрне те тĕп хулапа, ялсене район центрĕсемпе асфальтлă çулсемпе çыхăнтарнă, ял тăрăхĕсенчи урамсене вак чулсемпе витсе сарасси пурнăçланса пырать. Ку ĕçре «Чувашавтодор» акционерсен уçă обществин Вăрмарти çул-йĕрĕн юсавпа строительство управленийĕн тÿпи те пысăк. Общество 171 километр та 500 метр тăршшĕ муниципалитет тата 44 километр ытларах республика пĕлтерĕшлĕ çулсене пăхса тăрать. Çурхи-кĕркуннехи вăхăтра тĕп ĕç паллах çул çинче юсав ĕçĕсем ирттересси, çул-йĕр паллисене, лутра хÿмесене (барьерное ограждение) тирпейлесе, сăрласа тăрасси. Çулсем хĕрринчи çÿп-çапа пуçтарас ĕçе те вĕсем пурнăçлаççĕ. Хĕллехи вăхăтра тĕп ĕç - çул-йĕре вăхăтра юртан тасатса тăрасси, пăр ан лартăр тесе хăйăрпа тăвар хутăшне сапасси.
Предприяти пуçлăхĕ С.Яковлев пĕлтернĕ тăрăх, çак ĕçсене пурнăçлама специалистсем те, ятарлă техника та çителĕклĕ. Ноябрь уйăхĕн вĕçĕнче пулса иртнĕ вăйлă çил-тăман кăçал кунта ĕçлекенсемшĕн пĕрремĕш тĕрĕслев пулчĕ темелле. Çул-йĕре пăхса тăракансем çут-çанталăкăн пулăмне хирĕç тăма пултарнине çирĕплетсе пачĕç. Малашне те çула тухакан транспорт хатĕрĕсемшĕн чăрмавсем пулмасса шантараççĕ.
Çак кунсенче предприятире район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов пулнă. Предприяти ĕçченĕсемпе тĕл пулса калаçнă май, вĕсен ĕçне пысăк хак панă, хĕллехи вăхăтра общество тытса тăракан çул-йĕр çинче пăтăрмахсем пулмасса шанса тăнине палăртнă.
Калани пушă сăмахсем çеç мар - Чăваш Енре хĕллехи çанталăк мĕнле килсе тухассине пĕлме те йывăр. Паян ирĕлтерет, ыран - çил-тăман вĕçтерет. Ĕлĕкрех ватă çынсем çуллахи кунпа хĕллехи кун мĕнле килсе тухнине пĕлес тесе çырса пынă. Калăпăр июнь уйăхĕнче çумăр çурĕ, декабрь уйăхĕнче - юр çумалла. Ахальтен мар ĕнтĕ çак кунсенче пĕтĕм тĕнче шайĕнче климат ыйтăвĕсем тавра 150 ытла çĕршыв пуçлăхĕ пĕрле пухăнса çак ыйтăва уçăмлатас тĕлĕшпе канашлу ирттерчĕ. Çакă çĕр çинчи климатпа çыхăннă ыйту чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри пулни пирки калать. Çанталăк пĕр градус сивĕрех е ăшăрах пулни те çĕр çинче пулса иртекен пулăмсене чылай витĕм кÿреççĕ.
Çул-йĕре пăхса тăракансемшĕн çакă уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем хĕллехи вăхăтра çул çинче автотранспорт хатĕрĕсем пĕр чăрмавсăр çÿреччĕр тесе хăйсенчен мĕн кирлине тĕплĕн те пĕлсе пурнăçлаççĕ. Çапла вара çул çинчи инкексем пуласси те самаях чакать. Çакă çул-йĕр службин ĕçченĕсене хăйсен тивĕçне татах та çÿллĕ шайра пурнăçлама хистет, вĕсем çакна тĕпе хурса ĕçлеççĕ те.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Н.ШИШКИНА