АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сĕт шывпа пĕр хак пулмалла-и?

30 ноября 2015 г.

Авалранах шывсăр пурнăç çук тенĕ. Кам хирĕçлĕ? Анчах асăннă тапхăртан пуçласах пулĕ чăвашсем кăна мар, вĕсен несĕлĕсем те «Ĕне - çур пурнăç», - тенĕ. Вăл паракан сĕтрен тăвакан апат-çимĕçе шута илмесĕрех пирĕн несĕл-йÿркĕнсем (кочевниксем) сивĕ вăхăтра пĕр ĕне сывласа кăларни хĕрĕх çын сывланипе танлашнă тенĕ.

Халĕ, вăхăтсем улшăннă май, çынсем те тупăша кил-хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăх тытнăран мар - экономикăн тĕрлĕ сферисенче ĕçлесе илеççĕ.

Анчах мĕн çиттĕр-ха килти тин сунă сĕте, унран хатĕрленĕ хăйма-турăха, тăпăрчпа çăва? Ытлашшине сутма та пулать. Шел, тупăшĕ пысăках мар пулин те, кунта пус çумне пус хушсан тенкĕ пулать тенине тĕпе хурать хресчен. Ял çынни психологине лайăх пĕлсех ĕнтĕ тĕрлĕ сĕт завочĕсен автоцистернисем сĕт пуçтарма тухаççĕ. Пирĕн районта çак ĕçе Тăвайри, Канашри тата Куславккари сĕт-çу завочĕсем пуçтараççĕ.

Ноябрĕн 24-мĕшĕнче сĕт пуçтарас ĕç районта мĕнле пулса пынипе паллашас тĕллевпе райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн тĕп агрономĕ Н.Николаев, ЧР Патшалăх Ветеринари службин «Вăрмар районĕнчи выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцийĕ» бюджет учрежденийĕн директорĕ В.Александров Кивĕ Вăрмар ял тăрăхне çитсе килчĕç. Çак ял тата Арапуç, Кĕтеснер, Кавал ял тăрăхĕсенчи мăйракаллă шултра выльăх тытакан хуçалăхсенчен сĕте Куславккари «Коровинка» тулли мар яваплă общество пуçтарать. Çуллахи вăхăтра обществăн сĕт пуçтаракан автомашини тăрăхри ялсене кашни кунах килсе çÿренĕ пулсассăн, халĕ ĕнесем сĕт чакарнă, пăрулакан чылай ĕнене сума пăрахтарнă, çавăнпа та халĕ çула икĕ кунта пĕрре çеç тухаççĕ.

Çичĕ сехет кăна иртнĕ-ха, акă Кивĕ Вăрмара сĕт пухакан автомашина çитрĕ. Çуллахи вăхăтра чи малтанах сĕт паракансем «Мария» лавккана хирĕç пухăнатчĕç. Кĕр вĕçĕпе çуллахи кун пĕр килмест иккен - ку енче пурăнакансен ĕнисем пăруламалли тапхăра кĕнĕ, çавăнпа та малаллахи çул уйрăм хушма хуçалăх тытакан А.Смородинов хуçалăхне пулчĕ. Андрей Юрьевич хуçалăхĕнче сĕт антаракан 10 ĕне. Ку хутĕнче те вăл 110 литр сĕт парса ячĕ.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Борисов сĕт йышăнакан ытти вырăнсемпе паллаштарчĕ ĕçлĕ çул-çÿреве тухнă яваплă çынсене. Виçпÿрт урамĕ - кунта мăйракаллă шултра выльăх тытакансен йышĕ те пысăк, çавăнпа та çÿлерех асăннă обществăн машини икĕ вырăнта чарăнать. Степановсен, Серебровсен, Григорьевсен çемйисем кунта яланах сĕт панă, паян та виçĕ хуçалăх патшалăха 61 литр сĕтпе тивĕçтерчĕ. Вăрмар-Кавал çулĕ çине тухас умĕн тепĕр вырăнта ял çыннисем сĕт параççĕ. Ку хутĕнче 63 литр илчĕç туянакансем.

Çак вырăнта сĕт йышăнакансемпе ăна паракансем хушшинче ĕçлĕ калаçу пулса иртрĕ те. Чи малтанах ял халăхне сĕт хакĕ кăсăклантарчĕ. Ноябрĕн 20-мĕшĕччен пĕр литршăн 16 тенкĕ панă, ноябрĕн 21-мĕшĕнчен 17 тенкĕ пама пуçланă иккен. Анчах кун пирки хăйсен продукцине сутакансем яваплă çынсем килнĕ кун кăна пĕлчĕç. Сĕт укçине вăхăтра паманни те пăшăрхантарать вĕсене. Енчен те çуллахи вăхăтра укçана кунсерен панă пулсан, халĕ çакă икĕ эрне таран тăсăлать. Сĕт паракансем пĕлтĕр январь уйăхĕнче продукцие 27 тенкĕпе илнине аса илчĕç. Тикаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕн заместителĕ В.Нарсов пĕлтернĕ тăрăх, пĕлтĕр чи пысăк хак январĕн 24 - февралĕн 17-мĕшĕ таран пулнă - пĕр литршăн 24 тенкĕ панă. Çавăнпа та пĕлтĕрхи хаксем хăçан таврăнасси те кăсăклантарчĕ. Тепĕр ыйту та пур - сĕт пуçтаракан предприятисемпе килĕшÿ çырнă хуçалăхсем кашни литр çумне хушма укçа илме пултараççĕ. Кивĕ Вăрмар ялĕнче çак килĕшĕве пĕр хуçалăх çеç тунă. Ĕçе малалла пурнăçлама мĕн чăрмантарать?

Ветеринари врачĕ Н.Руссанова ăнлантарса панă тăрăх, çакă чылай уйрăм çынсем хушма налук хурассинчен шикленнипе çыхăннă. Вăрмар районĕнчи выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцийĕн директорĕ В.Александров ку тата маларах асăннă ыйтусемпе районта сĕт пуçтаракан предприятисен представителĕсемпе район администрацийĕн шайĕнче тĕл пулса пур ыйтăва та уçăмлатма кирли çинчен каларĕ.

«Ял халăхĕ ыйтнине илекенсем тивĕçтереймеççĕ пулсан, ытти предприятисемпе те килĕшÿ тума пултаратпăр, хальхи саманара конкуренци ыйтăвĕ çивĕч тăрать. Сĕт хакĕ çăлран тапса тăракан шыв хакĕпе пĕр пулмалла мар, çакна ялхуçалăх продукцине туянакансен пĕр самантлăха та манса каяс марччĕ», - терĕ вăл.

Чăн та, пĕр хуçа куçĕсенчен пăхса лармалли вăхăтсем иртсе кайнă, çакна сĕт туянакансен те, ăна сутакансен те асрах тытса тăмалла. Хамăр правасене хÿтĕлесси хамăртан килнине ăнланни малти вырăнта пултăр.

Танлаштарма: Вăрмар лавккисенче минераллă шывăн 1 литрĕ 30-35 тенкĕ, халăхран пуçтаракан сĕт хакĕ - 17 тенкĕ. Шухăшламалăх пур.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: В.ТОЛМАТОВ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика