28 ноября 2015 г.

Кăçалхи октябрĕн пĕрремĕшĕнчен пуçласа граждансене çар службине илмелли черетлĕ призыв пырать. Çав вăхăтрах иртнĕ кĕркунне салтака кайнă çамрăксем киле таврăнаççĕ.
- Палăртма кăмăллă: пĕлтĕр кĕркунне çара кайнă çамрăксем çĕршыв умĕнчи хăйсен тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ çар командирĕнчен тав сăмахне илме тивĕçлĕ пулчĕç. Çакна пирĕн пата ярса панă Тав çырăвĕсем те лайăх çирĕплетсе параççĕ, - пĕлтерет ЧР Çар ĕç комиссариачĕн Вăрмар тата Куславкка районĕсен пайĕн начальникĕ В.Ляшенко подполковник.
Вăрмар поселокĕнче пурăнакан Алексей Савушкин салтакăн ашшĕ-амăшĕ патне чаç командирĕ В.Балончук полковник çапла çырса пĕлтернĕ:
«Хисеплĕ Василий Михайлович тата Ираида Геннадьевна!
Сирĕн Алексей ывăлăр Раççей Хĕç-пăшаллă вăйĕсенче службăра тăнă вăхăтра пысăк дисциплинăллă, хушнине тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакан воин пулнине кăтартса пачĕ. Хăйĕн службăри тивĕçĕсене тата уйрăмах яваплă задачăсене пурнăçланă чухне яланах пуçарулăх кăтартать. Çар тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн командирсемпе начальниксем ăна темиçе хутчен те тав тунă. Коллективра пысăк авторитет çĕнсе илнĕ.
«Эсир хăвăрăн ывăлăрпа - Çĕршыв Хÿтĕлевçипе тивĕçлипе мухтанма пултаратăр. Ывăлăра тĕрĕс воспитани парса ÿстернĕшĕн Сире чĕререн тав тăватпăр, çирĕп сывлăх, пурнăçра ăнăçу сунатпăр».
«Президент полкĕнче пулни - пысăк чыс, хисеп», - калаçăва малалла тăсать Валентин Валерьевич. - Иртнĕ кĕркунне çак пысăк хисепе П.Беззубов, А.Николаев (Вăрмар поселокĕ) тата А.Батурин ?Куславкка хули% тивĕçрĕç. Вĕсем те çĕршыв умĕнчи çар тивĕçне чыслăн пурнăçланă. Вĕсене Президент полкне кăçал каякан çамрăксене Канашри сбор пунктĕнчен ăсатса яма салтакран маларах янă.
Канашри сбор пунктĕнче «Пире Раççее хÿтĕлеме шаннă!» ятпа савăнăçлă мероприяти иртнĕ. Президент полкĕнче хĕсметре тăма тивĕçнĕ 10 каччăна служба вырăнне ăсатнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Руководителĕ Ю.Васильев хĕсмет вăхăтне вĕçлесе таврăннă 15 каччăна тивĕçе чыслăн пурнăçланăшăн Чăваш Ен Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн ячĕпе тав тунă, пурне те республика символикиллĕ алла çыхмалли сехет парнеленĕ.
Федерацин Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕ Г.Федоров: «Президент полкĕ Мускаври Кремлĕн объекчĕсене сыхлать, чи çÿллĕ шайри патшалăх мероприятийĕсене ирттернĕ чухне яваплă тĕллевсене пурнăçлать», - тенĕ.
ЧР Çар ĕç комиссарĕ А.Мокрушин Президент полкне каякансен йышĕ кăштах чакни хальхи çара контракт никĕсĕ çине куçарса пынипе çыхăннине пĕлтернĕ.
Ÿкерчĕк çинче: (сулахайран сылтăмалла) - Н.Беззубов, В.Ляшенко подполковник тата А.Николаев.
А.Егоров сăн ÿкерчĕкĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.ХОВАНСКИЙ