АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентешĕн пархатарлă та мухтавлă кун-çулĕ

25 ноября 2015 г.

Ентешĕн пархатарлă та мухтавлă кун-çулĕ

Çуралнă ял кашни çыншăнах чи çывăххи пулĕ. Маншăн та çавăн пекех. Унтан тухнă ятлă-сумлă çынсемпе мухтанас та савăнас килет. Пирĕн Çитмĕш ялĕнчен те ырă ята тивĕçнĕ çынсем нумай тухнă. Акă вĕсенчен пĕри - Григорий Иванович Павлов.

Вăл ялти чи хисеплĕ çемьесенчен пĕринче кун çути курнă. Амăшĕ - Римма Ларионовна, ашшĕ - Иван Павлович. Павловсен йышлă çемйинче Григорий - виççĕмĕш ача. Ун çинчен çырса кайнă май пĕртăванĕсем пирки те кăштах аса илсе хăварас килет. «Тăван тăвалла туртать», - теççĕ. Апла пулсан пурнăçри ÿсĕмсем те тăванранах пуçланаççĕ. Аслă аппăшĕ, Нина, 1958 çулта çуралнă. Ялти шкултан вĕренсе тухсан И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче физикăпа математика факультетĕнче пĕлÿ пухать. Унтан ăна направленипе Тутар Республикине ĕçлеме яраççĕ. Çемье çавăрса мăшăрĕпе виçĕ ача çитĕнтереççĕ, халĕ мăнукĕсем чуна савăнтараççĕ. Мăшăрĕпе иккĕшĕ те шкулта ачасене вĕрентсе тĕрĕс воспитани парас тесе тăрăшаççĕ, обществăлла ĕçсене те активлă хутшăнаççĕ. Тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн нумай Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсене тивĕçнĕ. Тепĕр аппăшĕ, Татьяна, И.Я.Яковлев ячĕллĕ педуниверситетра пуçламăш класс учительницине вĕренсе тухать. Анаткас ял каччипе пĕрлешсе çемье çавăраççĕ. Вĕсем икĕ ачине пурнăç çулĕ çине кăларнă. Унсăр пуçне ырă кăмăллă çемье тата пĕр ывăл ачана усрама илсе пăхса çитĕнтернĕ. Татьяна Ивановна хăй ĕçĕнче чăн ăста. Ĕçри тăрăшулăхшăн тĕрлĕрен Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсем питех те нумай унăн. 2009 çулта вăл «Вĕрентÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн РФ Президенчĕн Грантне тивĕçнĕ. Шăллĕ - Юрий - И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи медицина факультетĕнче хирург специальноçне алла илет. Унтан ăна Тамбов облаçĕнчи Уваров хула больницине ĕçлеме яраççĕ. Халĕ вăл унтах тĕпленсе пурăнать, çемье çавăрса икĕ ывăл ача пăхса çитĕнтернĕ. Ăста алăллă хирурга патшалăх енчен тĕрлĕ наградăсемпе чысланă. Унтан та ытларах Юрий Ивановича хăй сыватса кăларнă çынсен тав сăмахĕ ĕçре хавхалантарса пырать. Çемьери пиллĕкĕмĕш ывăлĕ Сергей - Хусанти авиаци институтĕнчен вĕренсе тухсан унтах ĕçлеме юлать. Çемьеллĕ, мăшăрĕпе икĕ ача çитĕнтереççĕ. Ĕçлеме ÿркенмен Çитмĕш ял çынни Хусанти пĕр предприятире генеральнăй директорта вăй хунă май, пур çĕре те ĕлкĕрет. Унăн ячĕ те хисепре. Чи кĕçĕнни - Анатолий - Хусанти ветеринари академинчен вĕренсе тухнă. Халĕ вăл РФ Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕнче тăрăшать. Ăна ĕçри уйрăмах палăрнă ĕçсемшĕн Хисеп грамотисемпе тĕрлĕрен наградăсем парса чысланă. Мăшăрĕпе иккĕшĕ виçĕ ача çитĕнтереççĕ. Çемьери ултă ачи те аслă пĕлÿ илсе ял çинче те, хăйсем халĕ пурăнакан вырăнсенче те ятлă-сумлă, хисеплĕ çынсем. Çак хисеп вара ашшĕ-амăшĕнченех пуçланать, мĕншĕн тесен вĕсем ачисене пурнăçа юратма, çынна хисеплеме вĕрентсе ÿстернĕ. Шел пулин те, вĕсен ашшĕ, Иван Павлович Павлов, паянхи кунччен пурăнса çитереймерĕ, ачисен çитĕнĕвĕсемпе савăнаймарĕ,чĕре чирĕ аптратнипе вăхăтсăр çĕре кĕчĕ.

Григорий Иванович 1961 çулта çуралнă. Ялти шкула пĕтерсен артиллерин Хусанти аслă çар училищинчен хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă. Çак кунранах хăйĕн ĕç кун-çулне çар ĕçĕпе çыхăнтарнă. Пĕр вăхăт Германире службăра тăрать. Унтан ăна хăй вĕренсе тухнă аслă çар училищинех каялла чĕнсе илеççĕ. Кунта вăл çамрăксене пĕлÿ панипе пĕрлех наука ĕçĕсемпе те тăрăшать. Çав хушăрах Капустин Яр патшалăх полигонĕнче оперативлă-тактикăллă «Искандер» ракета комплексне тĕрĕсленĕ çĕре хутшăнать. 1998 çулта аттестаци комиссийĕ витĕр тухса доцент ученăй степеньне илнĕ. Тепĕр çулхине РФ çар службинчи чи лайăх рационализатор ятне параççĕ. 2004 çулта техника наукисен докторĕн диссертацине хÿтĕленĕ. Тепĕр икĕ çултан аттестаци комиссийĕн тĕрĕслевĕ хыççăн профессор ята тивĕçет.

Ялти ятлă-сумлă ĕçчен çемьере тĕрĕс воспитани илсе çитĕннĕскер, çамрăксене çарпа патриотизмла воспитани парассишĕн нумай вăй хунă. Григорий Иванович профессор вĕрентсе кăларнă ачасем халĕ çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене саланнă. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна вĕсем ырăпа аса илеççĕ. «Григорий Иванович пире вĕрентнĕ вăхăтра приказ кăна парса тăман, мĕн тумаллине хăй те пирĕнпе пĕрле пурнăçланă», - теççĕ. Ырă ят ахальтен килмест çын патне. Г.Павлов хăй те çамрăксене чи малтан çынна хисеплеме вĕрентет. Çавăнпа та пулĕ унăн пархатарлă ĕçĕ çинчен «Элита Татарстана» журналта статьясем пĕрре кăна мар пичетленсе тухнă. 2008 çулта вăл полковник пакунĕсене тивĕçет. Çав çулах «Çулталăкри чи лайăх ученăй», 2009 çулта «Çулталăкри чи лайăх вĕрентекен» ятсене тивĕçнĕ. 2009 çулта ăна артиллерин Хусанти аслă çар училищин «Вооружение и военная техника» специальноçĕ енĕпе диссертаци канашĕн членне суйлаççĕ. Яваплăха туйса ĕçлекен çар çынни, Григорий Иванович полковник, 2009 çулта Раççей Федерацийĕн Президенчĕн премине тивĕçет.

Артиллерин Хусанти аслă çар училищине 2011 çулта салатса ярсан вăл Раççей Федерацийĕн çар службинчен запаса тухнă. Унтан вара ăна авиацин Хусанти институтĕнче (КАИ) кафедра заведующийĕ пулма суйлаççĕ. Паянхи кун та вăл çак кафедрăна ертсе пырать.

Хамăр çĕршыври тата ют çĕршывсенчи тĕрлĕ журналсенче хăйĕн 250 наука ĕçĕсене пичетленĕ. Çĕнĕ модельсем шухăшласа кăларнăшăн 32 патент пур унăн. Техника наукисен 10 кандидатне вĕрентсе кăларнă. Хальхи вăхăтра тепĕр 5 аспирантпа ĕçлет. Григорий Ивановичăн наука ĕçĕсемпе машинăсем тăвакан конструкторсен бюровĕнче (Коломна хули), Келдыш ячĕпе хисепленекен Наука центрĕнче (Мускав), Капустин Ярĕнчи патшалăх полигонĕнче, «Татнефть» АУОра, тĕрлĕрен организацисенче усă кураççĕ.

Ÿкерчĕк çинче: Г.Павлов полковник (варринче) пĕрле ĕçлекенсемпе.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика