25 ноября 2015 г.

Çĕвĕçсем ăста çĕлеме пултарнине тепĕр чух эпĕ ăмсанса та пăхатăп. Мĕншĕн тесен вĕсем кирек епле тăхăнмалли тум-тире те малтан лекало хатĕрлесе хăйсемех кăмăла каякан пусмаран кирлĕ калăппа çĕлесе тăхăнма пултараççĕ. Çакă паянхи рынок тапхăрĕнче укçа-тенкĕне те самаях перекетлеме май парать. Чи кирли - хăвна килĕшÿлли çĕлесе тăхăнма пултарни. Калас сăмахăм çĕвĕçсем пиркиех, ку хутĕнче саккаспа килекен изделисене пысăк калăпăшпа çĕлекенсем пирки.
Паянхи кун «Светлана» тулли мар яваплă обществăра çĕвĕçсем тĕрлĕ çĕртен килекен саккассене пурнăçлас тĕлĕшпе çанă тавăрсах вăй хураççĕ. Акă, кунта 5 çул хушши хăйне шанса панă тивĕçе Д.Григорьева çĕвĕç ыттисем пекех кăмăлтан пурнăçлать. Кашни кун Анаткас ялĕнчен автобуспа çÿрет вăл чун юратнă ĕçе. Тĕрĕсрех каласан, 1982 çултанпа çĕвĕçре тăрăшать. Тĕп хуламăрта çĕвĕç спецальноçне алла илнĕ çамрăк малтанласа Вăрмарти çĕвĕ фабрикинче вăй хунă, паянхи кун кунта ырми-канми ĕçлет. Саккасĕсем те пĕрмаях йышлă. Ку енĕпе асăннă общество руководителĕ С.Белоусова пуçарулăх кăтартать, кунта вăй хуракансене ĕçпе тивĕçтерет. «Акă, çак самантра «Буран» ятлă ăшă курткăсем çĕлетпĕр (ÿкерчĕк çинче), хатĕр изделисене Мускав хулине ăсатаççĕ. Планпа пăхнине пĕтĕмпех пурнăçлама тăрăшатпăр, ĕç укçине пире çĕленĕ тăрăх параççĕ. Хамăн ĕçе питĕ юрататăп. Эпĕ ăна чунпах парăннă çын теесĕм килет, çавăнпа та çамрăк ăрăва çак профессие суйлама сĕнетĕп. Хальхи вăхăтра çĕлесе тăхăнма пĕлни пысăк пĕлтерĕшлĕ», - тет Д.Григорьева.
Ĕç процесĕнче мĕнле йывăрлăхсем сиксе тухаççĕ тесен çапла хурав пулчĕ: «Çĕнĕ изделисене малтан çĕлеме вĕренме кăна йывăртарах. Ку енĕпе вара пире маçтăр пулăшса пырать», - пĕлтерет ăшпиллĕн çĕвĕç.
Çапла ĕç-пуç малалла каять, çĕвви шăрçа пек пулать. Çĕвĕ машинисем те çĕнĕ йышшисем. «Сывлăх пултăр, ĕçĕ пултăр», - пĕтĕмлетрĕ шухăшне Дина Михайловна.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: И.АНТОНОВА