21 ноября 2015 г.
_Preview.jpg)
Районти тĕрлĕ шайри предприятисене çитсе курмасăр вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллашма пулмасть. Çавăнпа та район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов кашни эрнерех районти тĕрлĕ шайри предприятисенче пулать, вĕсенчи ĕç йĕркелĕвĕпе кăсăкланать.
Ноябрĕн 17-мĕшĕнче Александр Иванович А.Хованский уйрăм предприниматель хуçалăхĕнче пулнă. Анатолий Юрьевич 1996 çултах япаласем турттарас тата таварсене вырнаçтарас тĕлĕшпе уйрăм çын предприниматель тесе патшалăхăн яваплă тытăмĕнче регистрацие тăнă. Ĕç калăпăшĕ ÿссе пынă май вĕсем шăллĕпе - Владимирпа - алла-аллăн тытăнса ĕçлеме тытăннă. Сăмах май, вĕсен амăшĕ те, Раиса Николаевна, районта чи малтан хăйĕн ĕçне йĕркелесе янă тени йăнăш пулмасть. 2004 çултанпа районта пурăнакансем, кунта килсе çÿрекенсем пĕлекен «Майя» лавкка ĕçлет, ун чухне 7 çынна ĕç вырăнĕ туса панă. Халĕ вара унăн лаптăкĕ ÿснĕ - «Майя» суту-илÿ субъекчĕсене аренда вырăнĕсем парать.
2009 çулта Анатолий Юрьевич Хованский хăй укçи-тенкипе Вăрмар поселокĕнче пластик чÿречесем кăлармалли цех çуртне çĕкленĕ, кирлĕ оборудовани туяннă. Кунта туса кăларакан продукцие тăван районта кăна мар, республикăра та, кÿршĕллĕ Тутарстан Республикинче те, Мускавра та хаваспах туянаççĕ.
Анатолий Юрьевич предпринимательство ĕçне ăнăçлă йĕркелесе пыракан çын çеç мар, вăл, унăн çемйи те сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пырать. Вĕсем район, республика шайĕнче ирттерекен тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнаççĕ. Унсăр пуçне А.Хованский предприниматель йĕркеленипе районта 2012 çултанпа мини-футбол енĕпе турнир ирттереççĕ. Ĕçе пĕлсе йĕркелесе пынăшăн, пултарулăх кăтартнăшăн А.Хованские тĕрлĕ шайри Хисеп грамотисем парса чысланă. Акă, 2011 çулта çынсене сывă пурнăç йĕркине явăçтарма пысăк тÿпе хывнăшăн тата Раççейри предпринимательство кунĕпе ăна район администрацийĕн Тав Çырăвне панă. 2012 çулта район экономикине аталантарас енĕпе пуçаруллă пулнăшăн вăл район администрацийĕн, 2014 çулта ЧР Экономика аталанăвĕпе промышленность тата суту-илÿ министерствин Хисеп грамотисене тивĕçнĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов цехра пулнă май, пуçаруллă предпринимателе тăрăшуллă пулнăшăн тав тунă, çитĕнÿсемпе ăнăçу суннă.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Н.ШИШКИНА